Янăрарĕ юлашки шăнкăрав
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вунпĕрмĕшсен йышĕнче - 166 хĕрпе каччă, тăххăрмĕш класран вара кăçал 231 вĕренекен тухаççĕ. Пĕр вăхăтрах савăнăçлă та хумхануллă, нихăçан асран тухман вăхăт.
Лаш Таяпари шкултан 17 вĕренекен кăçал аслă çул çине тăрать. Юлашки шăнкăрава халалланă уявра район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, шкул директорĕ М.Меметова, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Салмина, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, чиркÿ настоятелĕ Силуан атте, И.Черновăпа Р.Самсонова класс ертÿçисем, пĕрремĕшсем, шкул çулне çитмен «Улыбка» ушкăн воспитанникĕсем саламласа патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене йĕркеллĕ тытма ăнăçусем суннă. Выпускниксем вунпĕр çул хушши пĕлÿ, воспитани панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă учительсене тав сăмахĕ каланă.
Выпускниксен шкултан уйрăлас самант çывхарнине систерсе шăнкăрав сасси янăранă. Уяв шарĕсем тÿпенелле çĕкленнĕ.
ххх
Елчĕк шкулĕнчи юлашки шăнкăрав уявĕ чаплă лару-тăрура иртнĕ. Илемлĕ шкул формине тăхăннă выпускниксене «Шкул вальсĕ» юрăпа, хăнасем, ашшĕ-амăшĕпе кĕçĕннисем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ.
Шкул директорĕ Л.Васильева уява уçса ашшĕ-амăшне, хăнасене, педагогсене, выпускниксене саламласа экзаменсенче ăнăçусем суннă, Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсене грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе, ашшĕ-амăшне Тав хучĕсемпе чысланă. Çавăн пекех активистсемпе спортра çитĕнÿ тунă вунпĕрмĕшсем Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Унтан хăнасем - район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Е.Михайлова, выпускниксен пĕрремĕш учителĕ З.Иванова, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе А.Воробьева, «Прогресс» АХО ертÿçи П.Скворцов сăмах каланă, вунпĕрмĕшсене малашнехи пурнăçра ăнăçусем суннă.
Кирек мĕнле шкул уявĕнче те пĕрремĕшсен янăравлă сăмахĕсем чĕрере ырă туйăм çуратаççĕ. Вĕсем выпускниксене наказ пани, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче ăнăçу, аслă шкулсене вĕренме кĕме ырă сунни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Юлашки шăнкăрава спорт, вĕренÿ хастарĕ А.Леонтьев тата пĕрремĕш класри В.Агеева янăратнă.
Тÿпенелле шурă, кăвак, хĕрлĕ шарсем вĕçнĕ те вĕçнĕ. Выпускниксем хăйсен юратнă вĕрентекенĕсене чĕрĕ чечексем парнеленĕ.
Ырă çул сана, выпускник!
Сăнÿкерчĕкре: юлашки шăнкăрав янăрать.