Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăван ене савса, асра тытса

Тăван ене савса, асра тытса

Анатри Тимеш çумĕпе мĕн авалтанах Кĕçĕн Пăла шăнкăртатса юхать. Унăн икĕ енче те улăх-çарансем ешернĕ, çынсене вăл хăйĕн илемĕпе килентернĕ. Каярахпа унта колхоз нÿре юратакан хăяр, купăста е ытти культурăсем акса çитĕнтернĕ. Халĕ те унăн пĕр пайĕнче темиçе уйрăм хуçалăх пахчи вырнаçнă. Çав вăхăтрах тахçантанпах ял уявне ирттерекен, çамрăксем канакан, куçа илĕртекен вырăнсем çаплипех сыхланса юлнă. Телее тенĕ пекех темиçе çул каялла вăйсăртарах тапса тăнă пĕчĕк çăл куçсемпе юнашарах тата хăватлăраххи, сиплĕрех шывли тапса тухнă.

- Эх, çак  тăрăха, халăх час-часах пухăнакан вырăна  тата ытларах хитрелĕх кÿресчĕ те, - тенине час-часах илтнĕ çак ялта çуралса ÿснĕ Николай  Ананьевич Никифоров, халĕ Елчĕкре пурăнакан ĕç ветеранĕ. - Вăрçăра çапăçса, аманса таврăннă аттешĕн те асăнмалăх парне пулĕччĕ.

Шăпах çак шухăш, аслисене, пурнăçра сахал мар хĕн-хур курнисене асра хăварас ĕмĕт унăн канлĕхне яланлăхах çухатнă. Хăй шухăшĕ пирки ыттисемпе те канашласан ветеран тĕллевĕ татах та çирĕпленнĕ. Ăна пĕртăван Александровсем: Юрий, Олегпа Слава тата вĕсен ывăлĕсем Сергейпе Гоша, Петр Ильин, Валери Колсанов, Олег Гаврилов май килнĕ таран пулăшма /çăла тирпейлеме тата бетон ункăсем ярса çирĕплетме/ пулни хавхалантарсах янă. Кĕçех вăл хăй вăйĕпех «Пирĕн тăван ялăмăр, Анатри Тимеш» ятпа пысăках мар палăк  тутарать, истори докуменчĕсемпе тата аслă ăрурисем пулăшнипе ялăн пĕчĕк историне çырать, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче хутшăннисен тата тыл ĕçченĕсен списокне хатĕрлесе çитерет.

Сăмах май каласан, вăрçăра вилнисен ячĕсене унчченех пурте пĕлнĕ теме пулать. Вĕсен ячĕсене чылай çул каяллах ял варринчи обелиск çине çырса çапнă. Анчах вăрçăран сусăрланса е ырă-сывах таврăннисем те  ыттисемпе пĕр танах çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, пирĕн телейшĕн вĕсенчен кая мар çапăçнă. Тыл ĕçченĕсем тата... Вĕсен хастарлăхĕсĕр, фронта кÿнĕ пулăшăвĕсĕр те  Çĕнтерÿ пулаймастчĕ вĕт. Шăпах çавсен, чылайăшне ятран асăнманнисен ячĕпе пулчĕ те ĕнтĕ çĕнĕ палăк. Халăх ял уявне тата ытти савăнăçлă тата хурлăхлă самантсене асăнакан вырăнта. Ятсен списокĕнче каярах палăрма пултаракансем валли те вырăн хăварчĕç. Вĕсем вăрçăра вилнисен хушшинче те, тыл ĕçченĕсен ушкăнĕнчен те  тупăнсах пыраççĕ-ха.  Çак ялта пурăннă 90 çулхи Евдокия Ивановна Иванова, Василий Демьянович Демьянов чыса тивĕçнисене тупса палăртма ку енĕпе нумай пулăшнă пулсан та!

Маларахах палăртнă кун, иртнĕ вырсарнинче, ялти ватти-вĕтти таранах палăк уçнă çĕре васкарĕ. Пурте  савăнăçлă саманта  курса, асра тытасшăн. Кашни пыракан малтан вăрçа çĕнтерме пулăшас тесе ураран ура иртми пуличчен ĕçленисен ячĕсене тĕрĕслерĕ. Вăл е ку списока кĕрейменнисене тупкаларĕç. Анчах никам та кÿренмерĕ. Списока кĕçех çĕнетме тата, май килсен, ăна мрамор çинех куçарма пулнипе те пурте килĕшрĕç.

Халăх ыйтнипе кĕçех Курнавăш прихучĕн настоятелĕ Анатолий атте килсе çитрĕ. Вăл пысăк хавхаланупа  малтан палăка, унтан тапса тăракан çăлпа унăн хĕресне сăвапларĕ.

Яланах активлă культура ĕçченĕ Вячеслав Захаров, Н.А.Никифоровпа унăн ывăлĕ Александр тата тыл ветеранĕ Е.И.Иванова /Никитина/ ял историйĕпе паттăрсен списокне вырнаçтарнă капсулăна пулас ăрусем валли палăк çумне вырнаçтарчĕç.

- Эсир питех те пархатарлă ĕç тăватăр, - пусăмлăн палăртрĕ Анатолий атте пухăннисене пурне те пил парса тата телейлĕ кун-çул сунса. Кунта ирĕксĕрех маларах асăннă чăн-чăн пуçаруçăсен ырă ĕçĕ куç умне тухрĕ. Вĕсем  ял çыннисем çĕнĕ палăка тата Турă ячĕпе сăвапланă  тăрна куç пек тăрă çăла  лайăх пăхса, тирпейлсе тăрас, Христос çуралнă кун /е ытти чухне те/ çак çăлăн сиплĕ шывĕпе киленсе çăвăнса тасалас шанчăк çуралчĕ.  Палăк пуçаруçи Н.А.Никифоров, ытти чух сăвă çырманскер, хăйĕн чĕринчен тухнă йĕркесене те вуласа пачĕ:

Тăван киле эп таврăнатăп,

Ума çаран сарать кавир.

Йăл-йăл çиçет Кĕçĕн Пăла,

Сар тутрипе сĕлтет уй-хир.

Тăван кĕтес - юратнă вырăн,

Мĕнле хисеп тăвам сана;

Пĕр ыталам-и ăшшăн, ыррăн,

Юратнă çĕр çине выртса;

Уй-хир! Кунта çунат эп сарнă,

Йÿç тар тăкса, хĕрÿ ĕçре пиçсе.

Умра инçет яр уçăлса хăпарнă

Чăн çамрăклăх илемĕпе çиçсе...

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Сăнÿкерчĕкĕ авторăн.



"Елчĕк Ен"
27 мая 2015
13:38
Поделиться