Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăваплă вырăн тирпейлĕ пултăр

Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче тĕн пĕрлешĕвĕсем енĕпе ĕçлекен канашăн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый ертсе пынă. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, канаш членĕсем, Канаш Епархийĕн 4-мĕш благочиннăй округĕнчи пачăшкăсем хутшăннă.

Ларура ытларах çывхарса килекен Çимĕк уявне ирттересси тата масарсене тирпейлĕ тытасси пирки калаçнă.

Юлашки çулсенче масарсене тирпейлессипе кашни ял тăрăхĕнчех сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Шăмалакпа Яманчÿрел çыннисем сăваплă вырăнсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Çумăрлă çанталăкра Яманчÿрелсене масар патне çуран çитме те йывăр пулнă. Халĕ 350 метр çула вак чулпа витнĕ. Шăмалаксем те масар çулне якатнă,  йĕри-тавра çĕнĕ карта тытнă. Кашни çемье сăваплă вырăна йĕркене кĕртме 1 пин тенкĕ панă.

Çавăн пекех Тăрăм ял тăрăхĕнчи 7 масартан тăваттăшĕнче кăçал пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Кунсерен 20-35 çын тухса ĕçленĕ. Типтимеш, Хĕрлĕçыр, Тăрăм ялĕсенчи масарсем çинчи ватă йывăçсене каснă, карта тытнă, алăкĕсене çĕннипе улăштарнă.

Ларура масарсене яланах тирпейлĕ те таса тытасси, Çимĕке эрех-сăрасăр ирттересси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Ларура ытти ыйтусене те  пăхса тухнă.



"Елчĕк Ен"
27 мая 2015
13:45
Поделиться