Нумай енлĕ пултарулăх
2015 çул Чăваш Ен культуришĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тăван литература классикĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитрĕ.
Константин Васильевич 1890 çулхи май уйăхĕн 15/27/-мĕшĕнче Пелепей уесĕнчи /халĕ Пушкăрт Республикинчи Пишпÿлек районĕнчи/ Слакпуçĕнче кун çути курнă. Сакăр çул тултарсан, 1898 çулта, хăйсен ялĕнчи шкула вĕренме кĕнĕ. Тепĕр виçĕ çултан ăна ашшĕн йăмăкĕ хăй вĕрентекен шкула куçарнă, унтан Чĕмпĕрти чăваш шкулне илсе кайнă. Шкулта Константин Иванов питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Çав вăхăтрах шкул мастерскойĕнчен тухма пĕлмен, вăл йывăçран темĕн те пĕр касса кăларнă, сăрăсемпе ÿкернĕ. Çуллă сăрăпа ÿкерчĕксем тăвас тĕлĕшпе самай пысăк çитĕнÿсем тунă.
1905-1907 çулсенче Раççейре пĕрремĕш революци пулса иртнĕ. Çакăн чухне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекен ачасем хушшинче те революциллĕ шухăшсем палăрма пуçланă. Т.Тимкки, Д.Эльмен, Т.Кривов пăлхавçăсемпе пĕрле К.Иванов та политика митингĕсене хутшăннă. Çав вăхăтрах поэт «Марсельеза» юрра чăвашла куçарнă. Унăн революцилле шухăшне тăван чăваш халăхĕпе çыхăнтарса çивĕчлетет вăл. Çакăн хыççăн шкултан 37 вĕренекене кăларса янă. Вĕсен шутĕнче Константин Иванов та пулнă. Вăл тăван ялне таврăннă та хресчен ĕçне кÿлĕннĕ. Май килнĕ самантсенче халăх сăмахлăхне, юррисене пухнă. Уйрăмах кăмăла кайнă юрăсене хăйĕн дневникне çыра-çыра хунă. Поэт хăйĕн мĕнпур произведенийĕсене тенĕ пекех чăваш халăх сăвви-юррисенче анлă сарăлнă çичĕ сыпăклă силлабика виçипе çырнă. Тарăн шухăшлă, çепĕç кĕвĕллĕ тата ритм-кĕвĕ енчен пуян чăваш юррисене нумай пĕлнĕрен, чунпа туйнăран А.Майковăн «Сăпка юрри», М.Лермонтовăн «Парăс» тата ытти сăвăсене чăвашла ăста куçарнă.
1907 çулхи октябрь уйăхĕнче К.Иванов каллех Чĕмпĕре таврăнать. Кунта ачасем валли чăвашла кĕнекесем кăларас тĕлĕшпе ĕçлет, вырăсларан чăвашла куçарать.
Малтанхи ăнăçлă утăмсем поэта хавхалантараççĕ, шанчăк хушаççĕ. Куçару ĕçĕнче хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслесе пăхнă хыççăн Константин Иванов чăвашла произведенисем çырма пуçлать. Çак çулсенче вăл виçĕ юмах /«Тимĕр тылă», «Икĕ хĕр», «Тăлăх арăм»/ тата хăйĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине çырать.
«Нарспи» поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн чи çÿллĕ шайне кăтартакан произведени. «Нарспи» - этемĕн ырă шухăшĕсене, ĕмĕчĕсене хускатакан, чăннипех те ырра вĕрентекен илемлĕ произведени. Вăл – çуркунне юрри, çурхи хĕвел ăшши, ешĕл вăрман, йывăçсен, чечексен шăрши, çурхи вĕçенкайăксен сасси.
Литература тĕпчевçисем «Нарспие» халĕ те тишкерме пăрахмаççĕ. Поэма тăрăх халĕ те спектакльсем лартаççĕ. Композиторсем оперăсем çыраççĕ. Радиопа телекурав та «Нарспие» манмаççĕ. Поэтăн сăввисем тăрăх юрă-кĕвĕ чылай хывнă. Унăн творчестви музыкăра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупса тĕрлĕ композитор пултарулăхĕнче çĕнĕ хăватпа янăрать. «Нарспи» поэма пичетленнĕ хыççăн сăвăç çичĕ çул пурăнать. Вăл канăçа пĕлмесĕр ĕçлет. Анчах йĕкĕте синкерĕ сыхласах тăрать, ăстаçă ÿпкепе, вар-хырăм чирĕпе аптраса ÿкет. 1915 çулхи пуш уйăхĕн 13/26/-мĕшĕнче К.В.Иванов чĕри тапма чарăнать. Çапла вăхăтсăр сÿнет чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ. Вăл хăварнă çутă пирĕн пата нумай-нумай теçетке çул иртсен те йăлтăртатса килме пăрахмĕ.
А.ПЕТРОВА.
Сăнÿкерчĕкре: тĕп библиотекăра К.Иванов произведенийĕсемпе паллашаççĕ.