Кĕнекепе вулав уявĕ
Славян çырулăхĕпе культурине халалласа кĕнекепе вулав уявĕсем кĕрленĕ Елчĕкри централизациленĕ библиотекăсен системинчи вулавăшсенче.
Асăннă уявăн пĕр пайĕ тĕп библиотекăра иртнĕ. 2015 çул Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ пулнă май мероприятире «Нарспи» поэмăна тимлĕрех тишкернĕ, уява килнĕ хăнасем поэмăри «чĕрĕлсе тăнă» сăнарсен выставкипе паллашнă. Кунта Нарспипе Сетнер те, Михетер те, Тăхтаман та, кĕвентине утланнă пĕчĕк Сентти те пур. Нарспие вара ултă тĕрлĕ сăнланă: хĕр чухнехинчен тытăнса Тăхтаман валли наркăмăш яшки пĕçерни таранах. Акă çамрăк кĕтÿçĕ шăхличĕ калать, чипер ача Сентти кĕвентине утланса лашалла вылять, çÿллĕ валак патĕнче Сетнер Нарспине кĕтет... Пуканесене чун кĕртекенсем вара Кĕçĕн Таяпа ял вулавăшĕнчи «Салампи» кружок членĕсем - Нина Михайлова, Анна Савинова, Маргарита Галкина тата Александра Козлова.
Пуканесен куравĕ пуçтарăннă хăнасене чăннипех те тĕлĕнтернĕ. Кашни сăнар поэмăри йĕркесемпе çыхăннă. Вилĕмсĕр поэмăна пурте пĕр харăс сасăпа вулани мероприятине тата та илем кÿнĕ. Библиотекарьсем «Нарспи» поэмăна халалланă кĕнеке куравĕпе паллаштарнă.
С.АГЕЕВА,
библиотекарь.