Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хамăр ăсталăха кăтартар

Кашни çулах çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пысăк уява - Республика кунне паллă тăватпăр. Çавăнпа та Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти иртет. Кăçал та тĕрлĕ выставкăсене çитме, чăваш халăхĕн юрри-ташшипе киленме май пулĕ.

Республика кунне районта та тĕплĕн хатĕрленеççĕ. «Регионсем – чикĕсĕр хутшăну» курав яланхиллех çÿллĕ шайра иртмелле. Унăн тĕп тĕллевĕ - Раççейри тата чикĕ леш енчи предприятисем  хушшинчи суту-илĕве, ĕçлĕ хутшăнусене анлăлатасси. Елчĕксем те выставкăна хутшăнма хатĕрленеççĕ. Хальхи вăхăтра хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ.

Кăçалхи уяв историре çырăнса юласси куç умĕнче. Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул, Çĕнĕ Шупашкар хули 55 çула çитнине паллă тăваççĕ.



"Елчĕк Ен"
27 мая 2015
13:52
Поделиться