Яланах халăх асĕнче
Вăрçăпа тыл паттăрлăхĕ
Чăваш Тăрăмĕнчи клуб умĕнче пысăк палăк ларать. Постамент çинче салтак тăрать, ун аллинче - автомат. Палăк умĕнчен хумханмасăр иртсе каяймастăн. Салтакĕ те халех хăйĕн автомачĕпе çĕршыва хÿтĕлеме каяссăн туйăнать. Палăка клубра ĕçлекенсем, шкул ачисем тирпейлесе тăраççĕ. Акă пĕлтĕр хулара пурăнакан çамрăксем пуçтарăнса ял уявĕ тĕлне пысăк парне кÿчĕç. Палăк йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрчĕç, плитка сарса илемлетрĕç. Палăка тĕплĕн юсама, реставраци тума пуçараканĕ Владимир Гурьевич Албутов пулнă. Халĕ вăл пирĕнпе çук, йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çак пархатарлă та пысăк ĕçе тума нумай ентеш хутшăннă. Çакна палăртса хăварас килет: палăка Арибзян Минуллович Багаутдинов колхоз председателĕ чухне уçнă. Вăл пирĕн яла 1972 çулта агроном пулса ĕçлеме килнĕ. 1973 çулта ăна «Авангард» колхоз председательне суйланă. Ялшăн, унăн çыннисемшĕн вăл питĕ нумай ĕç тунă. Ăна ял-йыш халĕ те ырăпа аса илет. А.М.Багаутдинов хăй те Чăваш Тăрăмсене манмасть, палăка юсама 10 пин тенкĕ парса пулăшнă. Борис Иванович Королев смета туса хатĕрленĕ. Сăваплă ĕçре Н.Н.Албутов, П.Г.Албутов, В.А.Баринов, Е.М.Иванов, П.И.Фомкин, А.В.Краснов, С.А.Албутов, Н.Т.Васильев, Б.В.Шишкин, В.В.Шишкин, В.Н.Казаков, А.Б.Королев, Ю.В.Малов хăйсен тÿпине хывнă. Халĕ палăк мăнаçлăн курăнса ларать.
Пирĕн ялтан вăрçа 214 çын тухса кайнă. 103-шĕ каялла тăван яла таврăнайман. Пирĕн ентешсем те ыттисемпе пĕрле тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă, хăйсен пурнăçне, çамрăклăхне, вăй-халне шеллемен. Вăрçăран килнисем те ĕнтĕ пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Вĕсен паттăрлăхĕ çинчен çак наградăсем каласа параççĕ. Петр Герасимович Сергеева Аттелĕхĕн Аслă вăрçин II степень орденĕпе, Жуков медалĕпе наградăланă.
Иван Федорович Королевпа Иван Андреевич Фомкина III степень Мухтав орденĕсемпе чысланă. Николай Иванович Савинов - «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Хăюлăхшăн» медальсене, III степень Мухтав орденне, Алексей Алексеевич Баринов - III степень Мухтав орденĕ, «1941-1945 çулсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Хăюлăхшăн» медальсене, Василий Иванович Иванов - «Кенигсберга илнĕшĕн» медале, Иван Васильевич Краснов - Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Алексей Гаврилович Савинов - «1941-1945 çулсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале, Степан Семенович Шуркин - «1941-1945 çулсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене, Александр Емельянович Емельянов - «1941-1945 çулсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале, Николай Григорьевич Королев - «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене, Николай Илларионович Илларионов - Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «1941-1945 çулсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медальсене тивĕçнĕ.
Шел пулин те, эпир пур ветеран çинчен те пĕлейместпĕр. Шырамалли, тупмалли, паллах, татах та нумай.
1418 кун тăсăлнă Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пурне те хуйхă-суйхă, çухату, выçлăх илсе килнĕ. Вăрçă пуçланнă чухне колхоза Федор Сергеевич Колсанов ертсе пынă. Вăйпитти арçынсем пĕрин хыççăн тепри вăрçа тухса кайнă, колхозра ĕçлемелли лашасене те фронта ăсатнă. Стариксем, хĕрарăмсем, ача-пăча мĕн вăй çитнĕ таран ĕçленĕ: тырă акнă, вырнă, фронта валли çăкăр, ăшă тумтир, алса-чăлха ăсатнă. Часах Ф.С.Колсанова та фронта илсе каяççĕ, ун вырăнне Егор Сергеевич Албутова суйлаççĕ. Йывăр вăрçă çулĕсенче колхоза ертсе пырать, ял халăхĕшĕн нумай тăрăшать вăл.
Çĕнтерÿ çулĕпе
Вăрçă чарăнни 70 çул иртсе кайрĕ пулин те чĕререн тухмасть унăн асапĕ. Халĕ пирĕн ялта 2 ветеран - Илья Степановичпа Василий Иванович Волковсем пурăнаççĕ.
Илья Степанович Волков 1921 çулта Чăваш Тăрăмĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1938-1940 çулсенче счетовод пулса тăрăшнă. Часах йĕкĕте Совет Çарне илеççĕ, Латвири Либава хулине 281-мĕш стрелковăй полка лекет. Службăра тăнă чухнех 1941 çулта Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланать. Хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле вăл пĕрремĕш хаяр çапăçусене хутшăнать. Анчах та тăшман вăйли сисĕннĕ. Пирĕн çĕршыв çине вĕсем пĕр систермесĕр тапăнса кĕнĕ. Çавăнпа совет салтакĕсене йĕри-тавра нимĕçсем çавăрса илеççĕ. Илья Степанович, аманнăскер, тыткăна лекет. Куççульсĕр каласа параймасть çак хăрушă вăхăт çинчен ветеран. Вĕсене выçăпа касăхтарнă, йывăр ĕçлеттернĕ.
Çапах та Тăван çĕршыва, пурнăçа юратни çĕнтернех, çĕнтерĕве шанни тыткăнрисене вăй парса тăнă, тамăкран ырă-сывă тухма пулăшнă. 1945 çулта совет салтакĕсем вĕсене ирĕке кăлараççĕ. Çапла вара вăл Çĕнтерĕве Германинче кĕтсе илет. 1946 çулччен службăра тăрать, кайран яла таврăнать. Мирлĕ пурнăçра та ветеран ятне яман, хисеплĕ те сумлă çын пĕр кун та ĕçсĕр ларман. 1947 çултанпах вăл инвалид, сылтăм урипе уксахласа утать тата вăрçа асилтерсех тăракан суранĕ вăл - ÿпкинчи осколок. Тĕрлĕ çулсенче колхозра счетовод, экономист, бухгалтер пулса тăрăшать, фермăна та ертсе пырать. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе вăл нумай грамотăна тивĕçнĕ.
1947 çулта Илья Степанович ял хĕрĕпе, Евгения Гавриловнăпа, çемье çавăрать. Вĕсем 6 ача çуратса пăхса ÿстереççĕ. Ачисем пурте хăйсен вырăнне тупнă. 2008 çулта арăмĕ çĕре кĕнĕ. Халĕ вăрçă ветеранĕ хĕрĕн çемйипе, мăнукĕсемпе пурăнать. Унăн мăнукĕ, Анвар, хальхи вăхăтра салтак тивĕçне пурнăçлать.
Тепĕр ветеран - Василий Иванович Волков 1926 çулта Чăваш Тăрăмĕнче çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ. Вăрçă пуçлансан 1942 çулта ашшĕне лашапа Вăрмара леçет. Унăн ашшĕ вăрçăра пуçне хурать. 1943 çулта хăй те фронта тухса каять. Аслă Таяпари Михаил Адюкинпа тата Тĕмер ялĕнчи Петр Тимофеевпа малтан Ульяновска лекет. Çакăнта вĕсене 6 уйăх шофера вĕрентеççĕ. Унтан Мускава илсе каяççĕ. Çĕрпÿртре пурăннине аса илет ветеран. Çакăнта тата икĕ уйăх пысăк автомашинăсемпе ĕçлеме вĕрентеççĕ. Василий Иванович хăйне шанса панă автомашинăпа вăрçă çулĕсемпе таçта та çитет. Румынине, Венгрине, Чехословакине вăрçă хатĕрĕсем, запас пайĕсем, апат-çимĕç, ăшă тумтирсем салтаксем патне çитерет.
- Эпĕ хам автомат тытса çапăçман пулин те, Тăван çĕршывшăн, унăн ирĕклĕхĕшĕн мĕн тума пултарнине турăм тесе шутлатăп, - тет вăл вăрçă çулĕсене аса илнĕ май.
Çапла вара вăл хăйĕн ĕçĕпе фронта пысăк пулăшу парать. Çĕнтерĕве Чехословакинче кĕтсе илет пултаруллă шофер. 1950 çулчченех салтак аттине хывмасть Василий Иванович. Çĕпĕрте службăра тăрать. Киле таврăнсан та вăл шофер ĕçне пăрахман. Мĕн пенсие тухичченех юратнă ĕçĕнче вăй хурать.
1951 çулта вăл çемье çавăрать. Кÿлпуç хĕрĕпе - Ольга Николаевнăпа - 5 ача пăхса ÿстереççĕ. Ольга Николаевна ялти шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Ачасене нимĕç чĕлхи тата математика вĕрентнĕ. Халĕ хисеплĕ ветеран пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ йывăр чире пула çĕре кĕчĕ. Ачисем килсех тăраççĕ тăван киле.
Василий Ивановичăн пархатарлă ĕçшĕн илнĕ медальсем сахал мар.
Çук, манмалла мар пирĕн вăрçăра пуçне хунă салтаксене, ветерансене. Вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере упранĕ.
Юлашкинчен сăмахăма аттен, Петр Мальцевăн, сăввипе вĕçлетĕп:
...Мухтав сана, ман паттăр халăх,
Сан ывăлу-хĕрÿсене.
Хăвна хăвартăн мухтанмалăх
Çак Çĕнтерÿ йĕркисене
Истори кĕнеки çине...
В.КРАСНОВА.