Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вут-кăвар хăрушă

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енре пушартан сыхланма ятарлă режим кĕртнĕ. Çакă республикăра пушар хисепĕ ÿснипе тата лару-тăру çивĕчленнипе çыхăннă.

Кăçал çурхи-çуллахи вăхăт типĕ те шăрăх тăмалла. Çавăнпа та пушар тухас хăрушлăх татах та ÿсет. Çанталăк ăшăтнă май çынсем вăрмана çÿреме тытăнаççĕ. Кăвайт чĕртеççĕ тата ытти те.

Çанталăк типĕ те çиллĕ тăнине пула вăрманта пушар тухас хăрушлăх та ÿсет. Çавăнпа та граждансене аса илтеретпĕр: вăрманта е хăвалăхра пирус туртма тата кăвайт чĕртме пачах та юрамасть. Çавăн пекех хăй тĕллĕнех хыпса илме пултаракан материалсем те пăрахмалла мар.

Пушар тухнине асăрхасан çийĕнчех 01 е 112 номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла, вут-кăвара сÿнтерме тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

С.САРДАЕВ.



"Елчĕк Ен"
23 мая 2015
09:15
Поделиться