Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Тайписем» - дипломантсем

Республикăри культура тата халăх пултарулăхĕн керменĕнче вăрçă вăхăтĕнче юрланă юрăсен «Алăкран тухрăм – тайăлтăм» фестиваль-конкурсне хутшăннă фольклор ушкăнĕсен ертÿçисемпе семинар-практикум иртнĕ. Унта Лаш Таяпари «Тайпи» тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Тарават» фольклор ушкăнне ертсе пыракан Т.Лявинăпа Л.Егорова ăсталăх туптанă. «Тайпи» ушкăн тата унăн солисчĕ Е.Игнатьева асăннă фестиваль-конкурсра ЧР Культура министерствин дипломĕсене тивĕçнĕ.



"Елчĕк Ен"
23 мая 2015
09:22
Поделиться