Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ
Аслă Елчĕкри Адюковсем Чулхулара иртекен пĕтĕм Раççейри çемье пултарулăхĕн «Çирĕп çемье - çирĕп Раççей» фестивале хутшăннă.
Чăваш Ен чысне хÿтĕлесе Адюковсем «Прикладное искусство» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă, «Сценическое искусство» номинацире Гран-прие çĕнсе илнĕ.
Александр Алексеевичпа Любовь Германовна çемье йăли-йĕркисене тытса пырас, ачасен пултарулăхне аталантарас енĕпе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ. Педагогсен ачисем те ашшĕ-амăшнех хывнă, пур çĕрте те хастар та пултаруллă.
"Елчĕк Ен"