Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасен тавракурăмĕ аталантăр

Пирĕн корреспондент информаци кунĕн темипе çыхăннă ыйтусене Чăваш Республикинчи вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕпе Светлана Петровăпа курнăçсан хускатнă.

- Светлана Владимировна, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕнче туса панă республикăри Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчетĕнчи чи асра юлмалли ĕçсенчен хăшĕсене асăннă пулăттăр?

- Паян Кĕçĕн Таяпара пурăнакансемпе тĕл пулсан эпĕ республикăн пĕлтĕрхи бюджечĕ социаллă ыйтусене татса парассипе тÿрремĕнех çыхăннине палăртрăм. Çакă нумай ыйтусене татса пама пулăшрĕ. Акă, темиçе çул каялла ача сачĕсенче вырăн çитменни чылай ашшĕ-амăшне пăшăрхантаратчĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республикине ертсе пыма тытăнсан ача сачĕсем тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрма тытăнчĕ. 2014 çулта 14 çĕнĕ садик туни, ĕçлекен садиксенче хушма вырăнсем уçни пуçăннă ĕç лайăх пыни çинчен калать. 3 çула çитнĕ ачасем халĕ пурте шкул çулне çитмен учрежденисене çÿреççĕ. Малашне 2 çулхи ачасем те садике çÿреме тытăнĕç.

Отчетра демографи лару-тăрăвĕ те лайăх енне улшăнса пынине палăртнă.

Мана вĕренÿ системинчи ырă улшăнусем савăнтараççĕ. Çăмăл мар лару-тăрура та бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçи ÿсет. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе кăтартусем лайăх пулнă.

Информаци кунĕнче эпир пулнă Кĕçĕн Таяпара пурăнакансем ырă улшăнусене хăйсен пурнăçĕнче туяççĕ. Пĕлтĕр аслă çултан яла анакан 4,1 çухрăм асфальтлă çула тĕпрен юсанă, шкул спортзалне çĕнетнĕ. Кĕçех фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне уçаççĕ.

Паллах, отчетра туса çитереймен ĕçсене те палăртнă. Вĕсене пурнăçлассишĕн пĕрле тăрăшса ĕçлемелле.

Тепĕр çивĕч ыйту та пур. Ĕç рынокĕнче гуманитари енĕпе специалистсем ытлашшипех. Производство вара тарăн пĕлÿллĕ инженерсем ыйтать. Çакна çамрăксен те, ашшĕ-амăшĕн те шута илмеллех.

- Ачасен çуллахи канăвне йĕркелессипе çивĕч ыйтусем пур-и?

- Кăçал республикăри 96 пин ача шкул çумĕнчи, хула тулашĕнчи, палатка лагерĕсенче канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ, тавракурăмне ÿстерĕ. Çакăн валли çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Вăл пĕлтĕрхинчен кая мар. Елчĕк районĕнчи 1459 ача та виçĕ ушкăнри лагерьсенче канĕ. Манăн шкулсем çумĕнчи лагерьсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелекенсенчен çакна ыйтас килет: айтăр-ха ачасене апат çитернипе, пĕр-пĕр çĕре экскурсие илсе кайса килнипе çеç лăпланар мар. Ачасем вĕсенче сывлăхĕсене çирĕплетчĕр, музыка, спорт тата ытти енĕпе аталанччăр, хăйсемшĕн çĕнĕ, интереслĕ ĕç тупчăр. Лагерьте ирттернĕ вăхăт ачасен асĕсенче нумайлăха юлтăр.

- Светлана Владимировна, районти ялхуçалăхне мĕнле хакланă пулăттăр?

- Эпĕ ялхуçалăх специалисчĕ мар. Анчах тĕрлĕ районта пулма тивнĕ май яланах хам çуралса ÿснĕ тăрăхпа танлаштаратăп. Ыттисене кÿренмелле ан пултăр та, Елчĕк районĕнче хирсем хитре, тин кăна шăтса тухнă калчасем куçа савăнтараççĕ. Ялхуçалăхĕнчи ĕçсем те курăмлă, район нумай кăтартусемпе республикăра малта пырать. Çакă кăмăла çĕклет.

Н.АЛЕКСЕЕВ калаçнă.



"Елчĕк Ен"
23 мая 2015
09:39
Поделиться