Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тыр-пул никĕсĕ шанчăклă

Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 14950 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене агротехника хушнă чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварнă.

Çанталăк условийĕсене пула кăçал акана каярах, çу уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче анчах тухнă пулин те пирĕн районти аграрисем яваплă ĕçе икĕ эрнере ăнăçлă пурнăçлама пултарнă. Çапла майпа тĕштырă культурисене акса хăвармалли плана республикăра чи малтан пурнăçланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов Елчĕк районĕнчи агропромышленноç ĕçченĕсене пархатарлă ĕçшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ячĕпе Тав çырăвĕ янă.

Пĕр çул ỹсекен курăксене акас ĕç (пурĕ 4752 гектар) вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра юлашки гектарсем çинче нумай çул ỹсекен курăксене (пурĕ 1409 гектар пулмалла) акаççĕ, çĕрулми (пурĕ 500 гектар) лартаççĕ, кукуруза акаççĕ.

Тыр-пул тата ытти ỹсен-тăран культурисен никĕсĕ çирĕп. Ака вĕçленнĕ хыççăнах çĕре витермелле çумăр çуса пани те шанчăкпа пурăнма хистет.

С.АНАТОЛЬЕВА.



"Елчĕк Ен"
20 мая 2015
11:15
Поделиться