Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

40 ытла фильм, хăшне кайса курар-ши?

40 ытла фильм, хăшне кайса курар-ши?

Чăваш патшалăх филармонийĕнче халăхсем хушшинчи Шупашкарти саккăрмĕш кинофестивале чаплă лару-тăрура уçнă.

Салам сăмахĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тухса калаçнă. Аса илтеретпĕр, кинофестиваль 2008 çултанпа иртет.

2009 çултан кинофестиваль президенчĕ Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, кинорежиссер, "Мосфильм" киноконцерн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров шутланать. Вăл кинофестивалĕн художество руководителĕ те.

Сакăр çул хушшинче кинофестивале тĕрлĕ çĕршыври 400 ытла фильм тăратнă, унăн ĕçне 280 ытла паллă кинематографист хутшăннă.

Шупашкарти фестивалĕн тĕп призĕ - "Анне" статуэтка. Ăна Раççей художникĕ Владимир Нагорнов пăхăртан ăсталанă.

Кăçалхи кинофестивальте 110 ытла тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă. Вĕсем Шупашкарти тĕрлĕ кинотеатрсенче, библиотекăсенче, Пултарулăх çурчĕсенче иртеççĕ. Куракансем 40 ытла картинăпа паллашма пултараççĕ. Паллă артистсемпе ирттерекен тĕлпулусемпе киносеанссем тỹлевсĕр.

Хисеплĕ куракан! Сире Шупашкарти кинотеатрсем хапăл тăваççĕ.



"Елчĕк Ен"
20 мая 2015
11:13
Поделиться