Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уяв ахрăмĕ

Уяв ахрăмĕ

Хĕрлĕçырта пурăнакан пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ П.М.Михайлов çĕртме уйăхĕнче 90 çул тултарать. Çапăçу хирĕнче те, мирлĕ ĕç фронтĕнче те хурапа шурă сахал мар курнă вăл. Анчах вилĕм куçа-куçăн пăхнă самантсенче те çĕнтерỹçĕ-салтак ырă пуласлăха, çĕршыври ял-хула хăвăрт çĕнелессе чунĕпе ĕненнĕ.

Вăрçă пуçланичченех колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕскере, фронтран таврăнсанах колхозăн уй-хир бригадирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Тепĕр икĕ çултан ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйлаççĕ. Шупашкарти партипе совет шкулĕнчен вĕренсе тухсан район хаçачĕн редакцине ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл пай ертỹçи те, яваплă секретарь те пулать. Вунă çул ытла редакторта тата редактор заместителĕнче тăрăшать. 1976 çултан тивĕçлĕ канăва тухичченех "Вперед" (каярахпа "Правда") колхозра вăй хурать. Председатель çумĕ, партком секретарĕ тата профком председателĕ пулнă хушăра пĕрлешỹллĕ хуçалăха аталантарас, колхоз экономикине тĕреклетес енĕпе чылай ĕç туса ирттерет. Пенсие тухсан та алă усса лармасть фронтовик - Аттелĕхĕн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденне тата "Çапăçури çитĕнỹсемшĕн" медале тивĕçнĕскер. Мирлĕ ĕçре унăн кăкăрĕ çине татах темиçе медаль хушăнать.

Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă кун Хĕрлĕçырти палăк умне пухăннисем ăна чи ăшă сăмахсемпе, хаклă парнепе чысларĕç. Районти пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.А.Тимофеев, Петр Михайловичпа пĕрле чылай çул "Елчĕк ен" (унччен "Колхоз ялавĕ") хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ çыравçă, хăйĕн тин çеç пичетленсе тухнă "Тамăкра туптаннă юрату" кĕнекин чи малтанхи экземплярне парса чыс турĕ.

(Хамăр инф.)



"Елчĕк Ен"
16 мая 2015
13:29
Поделиться