Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патреккел ялĕн мухтавĕ

Арсений Сосипатрович Левый чухăн хресчен çемйинче 1909 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Сосипатр Дмитриевич, Граждан вăрçинче пуç хунă. Арçукпа Маньăна амăшĕ, Александра Гавриловна пĕчченех ỹстернĕ. Арçук питĕ çивĕч те ăслă-тăнлă ача пулнă. 6 çулта чухнех ăна кĕтỹ ачи пулма ертсе çỹренĕ. Выльăхсем пăхса çỹренĕ çĕрте вăл купăс калама вĕреннĕ, тĕрлĕ йывăç тураттисенчен касса шăхличсем ăсталанă. Кунĕпе хиртен кĕме пĕлмен харсăрскер. Ялти шкула пĕр çул çỹресен амăшĕ ăна, ĕçлекен кирлĕ тесе, шкула яман. Çапла пĕчĕк Арçук çемье тĕрекĕ пулса тăнă. Вăл питĕ çỹллĕ те кĕрнеклĕ каччă пулса çитĕнет. Ялти чипер те ĕçчен хĕрпе - Анфиса Филимоновна Филимоновăпа çемье çавăрать. 7 ача - 5 хĕрпе 2 ывăл çуратса ỹстереççĕ. Ачисем пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнеççĕ.

Ялсенче колхозсем йĕркелеме пуçласан Арсений Сосипатрович хăйĕн çемйипе С.М.Буденный ячĕллĕ колхоза кĕрет. Çак колхоз 7 хуçалăхран йĕркеленет. А.С.Левый 1937-1941 çулсенче колхоз председателĕнче ĕçлет.

Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнсан иккĕмĕш кунĕнчех Арсений Левыя, ялти çичĕ арçынпа пĕрле, вăрçа илсе каяççĕ. Вăрçăра вăл Ленинграда хỹтĕленĕ, Эстони çĕрне нимĕç фашисчĕсенчен тасатнă çапăçусене хутшăннă. Блокадăна сирсе Ленинграда хỹтĕленĕшĕн 1942 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн" медале тивĕçет. Вăрçăри паттăрлăхшăн Патреккелĕн мухтавлă çынни II степень Отечествăлла вăрçă, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, "Хăюлăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти медальсене тивĕçнĕ.

Вăрçăран вăл 1945 çул вĕçĕнче таврăнать. Унтан килсенех ăна каллех колхоза ертсе пыма шанаççĕ. Арсений Сосипатрович вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăха аталантарас тесе ырми-канми, чунне парса 1950 çулччен вăй хурать. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна 1948 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслаççĕ. Çавăн пекех Мускава ВДНХна кайма тивĕç пулать. Унта ăна купăс тата икĕ кĕпçеллĕ ятран çырнă пăшал парнелеççĕ.

Ун хыççăн вăл Патреккел ял совет председателĕнче, секретарĕнче чылай çул ĕçлет. Ял çыннисем хастар фронтовика темиçе хутчен те ял совет, райсовет депутатне суйланă. Каярахпа колхозра бригадирта ĕçленĕ. Çав вăхăтра вăл хăяр вăрри кăлармалли машина шутласа кăларать. Бригада хăяр вăррине сутса тупăш илет. 1962-1963 çулсенче колхозра строительство ĕçĕсем пуçланса каяççĕ. Аякран кирпĕч илсе килме инçе тесе кирпĕч завочĕ туса лартас ыйту тухса тăрать. Малтан завода Питтĕпел ялĕнче тăвас теççĕ. "Победа" колхоз çĕрне уйăрса паманнипе виçĕ колхоз пĕрлешсе Элекçей Тимеш ялĕнче тума килĕшеççĕ. Анчах та часах "Вперед", Ленин ячĕллĕ колхозсем çак пысăк ĕçрен пăрăнаççĕ. "Прогресс" колхоз укçипе завода туса пĕтереççĕ. Çак завода тума та Арсений Сосипатровича шанаççĕ. Кунта вăл çине тăрса ĕçлет, пĕр вăхăт завод директорĕ пулса та вăй хурать.

Анчах та, вăрçă суранĕсем аптратнипе, канлĕ пурнăç курманнипе Арсений Сосипатрович 1966 çулхи августăн 12-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлать. Ачисем, мăнукĕсем, ял-йыш унăн ятне яланах ырăпа аса илеççĕ, хăйсен чĕрисенче упраççĕ.

Хаяр тăшмана çĕнтерсе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă Арсений Сосипатровичăн çывăх тăванĕсем Патреккел ял вулавăшне час-часах килсе çỹреççĕ. Вĕсем кĕнеке, хаçат-журналпа паллашма яланах хавас. Вулавăшра иртекен тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнса активлăх кăтартаççĕ. Çак кунсенче Людмилăпа Мария Добронравовасем, Луиза, Эльвирăпа Владимир Доброхотовсем, Диана, Алина, Любовь, Владимир, Ольга, Валерий Левыйсем, Дмитрий, Татьяна Крыловсем кăçалхи Литература, Константин Васильевич Иванов çулне, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Нихăçан та манăçмĕ" истори сехетне хутшăнчĕç. Вăрçă участникĕн Арсений Сосипатрович Левыйăн хастарлăхне, унăн ятне яланах асра тытма шантарчĕç.

Т.ЗАХАРОВА, 
библиотекарь.



"Елчĕк Ен"
16 мая 2015
13:30
Поделиться