Кашлакан юман вăрманĕ
К.В.Иванов - чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ, хура халăха çутта туртаканĕ. Нумай енлĕ пулнă Константин Васильевичăн таланчĕ. Çыру ĕçĕнче тĕрлĕ енлĕ ăста - эпик, лирик, кулăшçă, фольклорçă, драматург, куçаруçă, çав вăхăтрах пултаруллă музыкант, художник, педагог. Çамрăк пĕтĕм вăй-халĕпе, ырă ĕçĕсемпе этем телейне, тĕрĕслĕхне, ирĕклĕхне мухтанă.
Константин Иванова халалласа Кĕçĕн Таяпари библиотекăра "К.Иванов - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ" пысăк курав йĕркеленĕ. Кунта паллă чăваш поэчĕн кĕнекисемпе, ун çинчен писательсем хакласа çырнă произведенисемпе паллашма пулать. Çавăн пекех библиотекăра активлă вулаканăн Вениамин Кудряшовăн "Вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăри сăнарсем" ỹкерчĕксен выставкине те йĕркеленĕ. "Слакпуç юрăçи" литература каçĕ те интереслĕ иртнĕ.
К.Иванов пирĕн тăван культурăра яланах чĕрĕ, яланах çамрăк. Вăл чăваш çамрăкĕсене сиплĕ вăй паракан çăлкуçĕ, вăл çанă тавăрса ĕçлеме чĕнсе кашлакан чăваш вăрманĕ. Унăн произведенийĕсене вуласан çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ, поэт калашле, малалла, малалла ыткăнас килет.
С.АГЕЕВА.