Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Умра - экзаменсем

Юлашки шăнкăравччен шутлă кунсем юлчĕç. Часах тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсен хĕрỹ тапхăр - экзаменсем пуçланаççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ăнăçлă тытас текен выпускниксем хальхи вăхăтра хăйсем суйласа илнĕ предметсене "шĕкĕлчеççĕ", Интернетри çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ.

Кăçал районти вăтам шкулсенчен 168 ача вĕренсе тухĕ. Вĕсенчен пĕри çăмăллатнă формăпа экзамен тытĕ. Вунпĕрмĕшсен обязательнăй йĕркепе унчченхи пекех вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытмалла. Кунта çĕнĕлĕх те пур: математикăпа профильлĕ майпа та тытаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, математика енĕпе аслă шкулсене вĕренме каяс мар текенсене никĕс шайне пĕлни те çителĕклĕ. Вунпĕрмĕшсем вырăс чĕлхипе çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, математикăпа никĕс шайне çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, профиль шайне çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче тытаççĕ. ППЭ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта иртет.

Пĕрремĕш экзаменсем çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчех пуçланаççĕ. Географи тытакансем (13 вĕренекен), литературăна кăмăллакансем (12) Канаш хулинчи 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ. Вĕренекенсенчен ытларахăшĕ кăçал та хăйсене обществознани, физика, хими, биологи, истори предмечĕсемпе тĕрĕслесе пăхма шут тытнă.

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче химипе (30 вĕренекен), обществознанипе (116) ача ППЭ тытĕ. Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче акăлчан чĕлхипе Елчĕксем 3, Комсомольски районĕнчен 10, нимĕç чĕлхипе 2, физикăпа 86, Комсомольски районĕнчен 59 ача ППЭ тытĕ. Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче - информатика (2), биологи (58), истори (51) экзаменĕсем. Ют чĕлхепе ытларах балл пуçтарас текенсем çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти 24-мĕш шкулта ют чĕлхесемпе сăмахпа каласа хăйсен пĕлĕвне тĕплĕнрех тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ.

А.БОГДАНОВА.



"Елчĕк Ен"
13 мая 2015
09:11
Поделиться