Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурне те пĕрлештерекен уяв

Пурне те пĕрлештерекен уяв

Пĕтĕм çĕршыври, республикăри пекех пирĕн районта та Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине анлăн паллă тунă. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче кашни ялта ăна халалланă савăнăçлă митингсем иртнĕ. Вĕсене ял çыннисем йышлă хутшăннă.

Тĕмер. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине ялтан 263 çын тухса кайнă. Çак йышран 123 ентеш хаяр вăрçăран тăван килĕсене çаврăнса çитеймен. Халĕ ялта пĕртен-пĕр вăрçă участникĕ Николай Васильевич Евстафьев пурăнать. Кăçал вăл 90 çул тултарнă.

Хамăр ентеш, Красноармейски район прокурорĕнче ĕçлекен Николай Анатольевич Муллин пуçарнипе кăçал виçĕ гранит çине Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен хушамачĕсене çырса хунă. Вĕсене аслă уяв умĕн вырнаçтарнă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Уяв ялта нихçанхинчен те асра юлмалла иртрĕ. Палăк умне ватти-вĕтти пуçтарăннă. Хурлăхлă музыка кĕвви янăрать. Уява ертсе пыракан культура ĕçченĕсем хаяр вăрçă çинчен каласа пани чуна çỹçентерет. Митинга Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А.Кошкин уçать. Пуçтарăннисене уява килсе çитнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин, çавăн пекех Н.А.Муллин, шкул директорĕ А.С.Муллин, вăрçă ветеранĕ Н.В.Евстафьев саламлаççĕ.

Палăк умĕнче çамрăк армеецсем, "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакан шкул ачисем утса иртеççĕ. Вĕсен аллисенче вăрçăра пуç хунă, ватăлса вилнĕ салтаксен сăнỹкерчĕкĕсем.

Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе тỹпене салют çĕкленчĕ, культура работникĕсем концерт лартса пачĕç. Кунтах салтак пăтти тутанма пулчĕ.

Хĕрлĕçыр. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн палăк умне халăх йышлă пухăнчĕ. Вĕсен хушшинче паян ырă-сывă пурăнакан ялти пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ, кăçал 90 çул тултаракан П.М.Михайлов тата вунна яхăн тыл ĕçченĕ пурри çамрăксен чĕринче ăмсанулăхпа паттăрлăх туйăмĕ çуратрĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн канашçи, ветеринари станцийĕн начальникĕ А.А.Скворцов, Тăрăм ял тăрăхĕн ертỹçи В.Н.Александров, пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.А.Тимофеев ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телей сунчĕç. Педагогика ветеранĕ М.Д.Каширина вăрçăпа тыл паттăрĕсене халалланă сăввине пурте пысăк хумханупа йышăнчĕç. Шкулта вĕренекенсен ылханлă вăрçа сивлекен, вилĕмсĕр паттăрсене ĕмĕр асра тытма тупа туса янăранă тарăн шухăшлă, чуна пырса тивекен юрри-сăввисене чылайăшĕ куççуль витĕр итлерĕ.

Лаш Таяпа. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалланă митинг Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче хăйне евĕрлĕ иртнипе асра юлĕ.

Майăн 8-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре Лаш Таяпара пурăнакан ватти-вĕтти - пурте ял масарне пухăннă. Вырăнти чиркỹ настоятелĕ Силуан иеромонах Аттелĕхĕн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, кунта ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă хисеплĕ çыннăмăрсен ячĕпе кĕлĕ ирттернĕ. Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Владимир Меметов усламçă паттăрсен вилтăприйĕсем çине чĕрĕ чечексем хунă.

Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă ял варринчи палăк умĕнче уяв малалла тăсăлнă. Ял çыннисене уяв ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Анатолий Князев, Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев тата ыттисем те килсе çитнĕ.

Шел пулин те, ял тăрăхĕнче хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕсенчен икĕ çын анчах ырă-сывă пурăнать. Николай Казначеевпа (Вăрăмхăва) Лидия Сидоровăна (Шăмалак) - чи пысăк хисеп.

Аслă Елчĕк. Районти чи пысăк ялта Аслă Çĕнтерỹ кунне уявлама халăх уйрăмах йышлăн пухăннă.

Хальхи вăхăтра ялта вăрçă çулĕсене аса илсе каласа кăтартма пултаракан пĕртен-пĕр çын - Петр Алексеевич Печков анчах тăрса юлнă. Çавна май уяв кĕрекинчи чи сумлă çын та, паллах, вăл пулнă. Аслă Елчĕкри митинга хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин П.Печкова çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма уйăракан социаллă тỹлев свидетельствине панă.

Вăрçă ветеранĕ пуçтарăннă ял-йыша Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламланă, çитĕнекен ăрăва çирĕп кăмăллă та хастар, мал ĕмĕтлĕ пулма, вăрçа хирĕç тăма чĕнсе каланă.

Вырăскасси. Арçын ачасемпе хĕрачасем, вĕсемпе пĕрле çитĕннĕ çынсем те "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнса вăрçă ветеранĕсен пысăклатнă сăнỹкерчĕкĕсене колоннăпа йăтса утнă. Вырăнти "Шанăç" фольклор ушкăнĕ чаплă концерт кăтартнă.

Уявăн ытти саманчĕсем те ĕненмелле, чуна тивмелле пулса тухнăран çынсен куçĕсем куççулĕпе тулнă.

Сăнÿкерчĕкре: Тĕмерти митинг хыççăн.



"Елчĕк Ен"
13 мая 2015
09:15
Поделиться