Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Предметсене суйланă, пĕлĕве тĕрĕслер

Кăçал районти 231 вĕренекен тăхăр класс пĕтерет. Вĕсенчен виççĕшĕ çăмăлрах мелпе экзамен тытаççĕ.

Тăххăрмĕшсем обязательнăй йĕркепе икĕ экзамен тытаççĕ - математика предмечĕпе (çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче) тата вырăс чĕлхипе (çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче).

Тăххăрмĕшсем те хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Химипе обществознани тытас текенсен Комсомольскинчи 2-мĕш номерлĕ шкула каймалла. Вăл çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртет. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче вара физикăпа, биологипе, географипе, историпе, акăлчан чĕлхипе экзаменсем иртеççĕ. Çак предметсемпе пирĕн район ачисемпе пĕрле Комсомольски районĕнчи вĕренекенсем те тытаççĕ. Экзаменсем Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта иртеççĕ.

Ăнăçу сунатпăр выпускниксене.

М.ЧЕРНОВА.



"Елчĕк Ен"
13 мая 2015
09:10
Поделиться