Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Нумайлăха асра юлĕ

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине хатĕрленсе ирттерес енĕпе йĕркеленĕ комитет председателĕ Л.Левый туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх ĕç планĕпе килĕшỹллĕн пăхса хăварнă ĕçсене, мероприятисене оргкомитет членĕсем, вĕсемшĕн яваплă ытти çынсем пурне те туллин, лайăх пахалăхпа пурнăçланă. Уяв умĕн ял тăрăхĕсенче обществăлла вырăнсене, палăксене тирпей-илем кĕртнĕ. Уйрăмах Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк ял тăрăхĕсенче палăксене çĕнетсе, яланах йĕркеллĕ тытса тăраççĕ. Çу уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче факелсем йăтса утасси, Аслă Çĕнтерỹ уявĕ, уяв концерчĕсем пур çĕрте те тивĕçлĕ шайра иртнĕ.

Л.Левый Аслă Çĕнтерỹ уявне хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕ клуб тата библиотека системисен работникĕсене, Елчĕкри вăтам шкул, искусство шкулĕн, халăха социаллă пулăшу паракан пай коллективĕсене, "Прогресс" акционерсен хупă обществинче ĕçлекенсене, ятарлă службăсен работникĕсене чĕререн тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин уяв пысăк шайра иртнине палăртрĕ, ĕç коллективĕсемпе уйрăм çын ушкăнне Тав çырăвĕсем парса чыс турĕ.

Канашлура тухса калаçнă районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова, Елчĕкри почтамт начальникĕ П.Блинов, райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ А.Александрова та уяв асра юлмалла иртнине палăртса каларĕç.

Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 13700 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварнă, плана 92 процент пурнăçланă. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акассине çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Çакăн пек тĕллев тăрать ял ĕçченĕсем умĕнче.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.



"Елчĕк Ен"
13 мая 2015
09:16
Поделиться