Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи хастаррисем - "Орленокпа" "Артекра"

Елчĕк шкулĕнчи Иван Черновпа Ксения Агеева тата Аслă Елчĕкри Юлия Адюкова кăçал хăйсене чи телейлисем тесе шутлаççĕ.

Шкулта лайăх вĕренекен, обществăлла ĕçре хастар, спортпа туслă вĕренекенсене ЧР Вĕренỹ министерстви "Орленок" тата "Артек" ача-пăча центрĕсенче канма путевка уйăрса панă. Иванпа Юля Хура тинĕс хĕрринче канса килнĕ ĕнтĕ, Ксения вара çывăх кунсенче инçе çула тухĕ.



"Елчĕк Ен"
13 мая 2015
09:04
Поделиться