Чăтăмлă, хастар, хăюллă
Çакăн пек ят юлнă Аслă Елчĕкри Николай Игнатьевич Шаков çинчен.
Ялти хресченсенчен чи малтисен шутĕнче вăл колхоза кĕрет. Самăр та тип-тикĕс лашине активистсем вăл вăхăтри чи пысăк хакпа - 200 тенкĕ хурса пĕрлехи хуçалăха йышăнаççĕ. Вăл ăста ут хуçи пулнине кура правлени ăна тỹрех конюх пулма çирĕплетет. Вăл ĕçе йĕркелеме, çамрăксене лавпа çỹреме вĕрентнине кура часах бригадир пулма уйăрса лартаççĕ. Мĕнпур ĕçе алăпа тата туртăм вăйĕпе пурнăçланăран çакна вăл чи пысăк тивĕçсенчен пĕри тесе йышăнать. Мĕншĕн тесен, халăх пурне те итлесех кайманнине тата хисеплеменнине те чухланă-çке-ха вăл.
Акă, пĕррехинче бригадăри мĕнпур арçын пуçтарăнса Пăчăрлă Пашьел вăрманне строительство материалĕ хатĕрлеме каяççĕ. Ĕç ытти чухнехи пекех кал-кал пырать. Анчах... кăнтăрла çитеспе вăрмана Е. Мартынов вĕçтерсе çитет те ялти 32 çыннăн ним тăхтавсăр вăрçа каймалли çинчен пĕлтерет. Николай Игнатьевич чи малтисемпе пĕрле çав ушкăна çырăнать.
Пулас çар çыннисемпе малтан Вăрмар тăрăхĕнче вĕрентỹ ирттереççĕ. Унтан, çамрăк хĕрлĕ армеецсем пĕрремĕш Белорусси фрончĕн йышĕнче Мускава хỹтĕлеме, каярахпа ытти хуласемпе ялсене тăшманран тасатас енĕпе пынă хаяр çапăçусене хутшăнаççĕ. "Манăн çумри юлташсемех, çав шутра хамăр ял каччисемех аманнине е вилсе выртнине те сахал мар куртăм, - аса илетчĕ Николай Игнатьевич. - Тăшман хама та темиçе хутчен те амантрĕ, çавна пула госпитальсенче сывалма тỹр килчĕ. Апла пулин те, аманнă урапа пулсан та, тăван яла çаврăнса килмешкĕн Турă пỹрчĕ..."
Хăйĕн хăш-пĕр аса илĕвĕсене хут çине çырса хăварма та пултарнă вăл, вăрçăн юлашки кунĕчченех фронтра пулнăскер. Службăн ытларах пайне пулемет расчечĕн наводчикĕнче ирттерет. Хăй пекех хăюллă та паттăр тусĕсемпе пĕрле сахал мар нимĕçе тата тăшман техникине пĕтерет. Темиçе хутчен Çар командованийĕн тавне тата "За боевые заслуги" медале тивĕçет. "Шаков хĕрлĕ армеец танка хирĕç кĕрешмелли пăшалтан персе тăшманăн пулемет расчетне пĕтерет тата çывăхри çуртăн маччинче персе тăнă снайпера тĕп тăвать", - тесе палăртнă ун пирки Александр Невский орденлĕ 381-мĕш пулеметпа артиллери батальонĕн командирĕ Сергеев подполковник.
Вăрçăран аманса тата самаях чирлесе таврăннă фронтовика яла çитсен виççĕмĕш куннех бригадир пулма сĕнеççĕ. "Тытăнса пăхăп", - килĕшет фронтран чĕрĕ таврăннă паттăр. Анчах нумай та вăхăт иртмест, пысăк мар ертỹçĕ ĕçне пăрахма тивет. Вара вăл вăй çитнĕ таран тимĕрç лаççинче ĕçлесе Петр Хушкина тимĕр ăстине вĕрентет. Хăй те унпа пĕрле чылай ĕçсем тума ĕлкĕрет.
Канăçсăр фронтовик çамрăкранах хуçалăх тата общество ĕçне активлă хутшăннине шута илсе, ăна ял канашĕн депутатне суйлаççĕ, тĕрлĕ наградăсем параççĕ. Вĕсен хушшинче "За доблестный труд" медаль те пур. Хăюллă паттăр, пархатарлă ĕçчен темиçе çул каяллах вилчĕ пулсан та унăн ырă ячĕпе чысне унăн хастар ачисемпе мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.
Анатолий ТИМОФЕЕВ.
Сăнỹкерчĕкре: Николай Шаков тата унпа пĕрле фронтра çапăçнă Афанасий Долговпа Андрей (Энтруш) Архилин. 1943 çул.