Ашшĕн наградисем - асăнмалăх
Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн контрольпе ревизи пайĕн начальникĕ Галина Абукина çемьере чи кĕçĕнни пулсан та асли вырăнĕнче. Çакă чăваш йăли-йĕркипе ашшĕн çуртне кĕçĕннине халалланипе çыхăннă.
Галина Васильевна мăшăрĕпе пĕрле тăван ялти кивĕ çурт вырăнне çĕннине хăпартнă. Халĕ унта çемьери чи хаклă пуянлăха - йăх-несĕл историне упраççĕ. Стенасем çинче ашшĕпе амăшĕн сăнỹкерчĕкĕсем, йăх-несĕлĕн пурнăç йывăççи. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине уявланă май фронтовик ашшĕн наградисене пурте курмалла çакса хунă. Паллах, чылайăшĕ сыхланса юлман. Çавна май хĕрĕ Раççей Оборона Министерствин "Подвиг народа" сайтĕнче ашшĕн орденĕсемпе медалĕсем çинчен çĕннине нумай пĕлнĕ. Халĕ килти наградăсемпе юнашар çухалнисене тĕрлĕ тĕспе кăларса юнашар хунă.
Çĕнтерỹ кунĕнче Василий Иванович Красновăн ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем тăван киле пуçтарăнаççĕ. Малтанах Çĕнĕ Пăва ялĕнчи ентеш-фронтовиксене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнаççĕ, унтан ашшĕ-амăшĕн вилтăприйĕсем патĕнче пуçне таяççĕ. Каярахпа уяв сĕтелĕ хушшинче ашшĕн, кукашшĕ-аслашшĕн, мăн аслашшĕпе мăн кукашшĕн çарти паттăрлăхне аса илеççĕ.
Василий Краснова фронта 1942 çулта илнĕ. Разведкăна çỹренĕ вăл. Снайпер пулнă. Вăрçă хирĕнче çулталăк пулнă хыççăн пĕрремĕш хут аманнă. Çавна май ăна тăван яла сипленме янă. Çак вăхăтра ял хĕрне - Елизавета Андреевна Кадышевăна - качча илнĕ. Унтан каллех вăрçа тухса кайнă. Василий Иванович Çурçĕр-Хĕвеланăç, Брянск, Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Аслă сержант вăрçăра хăюлăхпа палăрнă. Унăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Мухтав орденĕсем, медальсем йышлă.
"1945 çулхи кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕ. Грисс-Шандомерау ялĕ патĕнче пынă çапăçура В.И.Краснов снайпера 2 пулемет точкине пĕтерме задани панă. Ăна ăнăçлă пурнăçласа вăл 5 нимĕç салтакне тата 2 пулемета пĕтернĕ".
"1945 çулхи ака уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Берлинтан инçе мар вырнаçнă Тоиплц районĕнче В.И.Краснов аслă сержант паттăрла ĕçсемпе палăрнă. Нимĕçсем хăватлă контратака туса окруженинчен тухасшăн талпăннă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса В.Краснов хăйĕн отделенийĕпе 120 ытла гитлеровеца вĕлернĕ тата 150-шне тыткăна илнĕ. Краснов хăй кăна 24 нимĕç салтакне тата 2 офицера вĕлернĕ, виçĕ кун хушшинче 69 гитлеровеца тыткăна илнĕ".
"Карев юханшывĕ хĕрринчи Каменна тата Шляхецка ялĕсен районĕсенче Василий Краснов аслă сержант 11 нимĕç салтакĕпе офицерне тĕп тунă".
"В.И.Краснов 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнчен нимĕç захватчикĕсемпе пынă çапăçусене хутшăннă. Тăшмансен траншейисене пĕрремĕш пырса кĕрсе автоматпа персе тата граната ывăтса виçĕ фашиста тĕп тунă, çак çапăçура аманнă".
(Награда приказĕсенчен илнĕ йĕркесем).
Василий Иванович "Хăюлăхшăн" медале икĕ хутчен, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Берлина илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ.
Галина Васильевна аса илнĕ тăрăх, ашшĕ вăрçă çинчен каласа пама юратман. Ачисем е ыттисем тĕрлĕ ыйту пама пуçласанах махоркине тивертнĕ те айккинелле пăрăннă. Вăрçăри маттур юлташне вара час-часах аса илнĕ ветеран. Ăна, куçне хупнăскере, пульăсем шăхăрнине пăхмасăр сĕтĕрсе вăрçă хирĕнчен илсе тухнă вăл... Взвод командирĕн çумĕ тăватă хутчен аманнă, пĕрре контузи пулнă. 1945 çулхи чỹк уйăхĕнче Çĕнĕ Пăвана таврăннă.
Вăрçă хыççăн Василий Краснов 35 çул колхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе 7 ача пăхса ỹстернĕ. Уйрăмах сăпайлăхĕпе палăрнă вăл. Нихăçан та нимĕн те ыйтман. Аманнă, контузи пулнă пулсан та нăйкăшман. Ватлăхра больница койки çине выртма тивсен унăн медицина карточки пулманнине пĕлнĕ ачисем. Çĕнтерỹ 40 çул çитнĕ май Василий Краснова I степень Аслă Отечествăлла вăрçă орденĕпе наградăланă. Вăл Василий Ивановичăн юлашки награди пулнă. 1986 çулта фронтовик çĕре кĕнĕ.
Сăн ỹкерчĕкре:В.Краснов.