Парне вырăнне
Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра районти паллă çыравçăн Анатолий Тимофеев-Сăрнайăн черетлĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Автор ăна "Вилĕмсĕр çĕнтерỹçĕсене - вăрçăпа тыл паттăрĕсемпе "салтак ачисене" халалланă. Хитрен илемлетнĕ, хытă хуплашкаллă кăларăмра "Тамăкра туптаннă юрату" очерк тĕп вырăнта. Унта пирĕн пилĕк разведчикран тăваттăшĕ, мина çурăлнине пула, самантрах вилсе выртни, сывă юлнă пĕртен пĕри, йывăр аманнăскер, сурансене пула мĕн тери асап тỹсни, анчах хуçăлса ỹкмесĕр, пурăнма, çав вăхăтрах çынсене пулăшма май тупнă паттăр çинчен витĕмлĕн çырса кăтартнă. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем çинчен каласа панă ытти материалсем те тарăн шухăшлă. Вуланăçемĕн вĕсене мухтас, вĕсем пек пулас, пурнăçа çĕнетес, чăн-чăн халăх тата çĕр-шыв патриочĕ пулас кăмăл çирĕпленсе пырать.
Кĕнекене çăмăл чĕлхепе, пурне те ăнланмалла çырнă. Вăл вулама юратакансен килти библиотекинче тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанас килет. Хамăрăн аслă ăрури ветерансемпе тыл ĕçченĕсене тата çывăх туссене парнелеме те меллĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче район центрĕнче иртекен пысăк уяврах туянма май пулать.
(Хамăр инф.)