Вырăнти бюджетăн шанчăкĕ
Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни тата вырăнти тупăшсен пайне ỹстерсе пыни кирек хăш регионра та тĕп тĕллев пулса тăрать. "Елчĕк ен" хаçат корреспонденчĕ Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕпе И.Г.Устенкопа тĕл пулсан та çак ыйтусене уçăмлатма тăрăшнă.
- Муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни укçа-тенкĕ енчен епле палăрать?
- Экономикăри çăмăл мар лару-тăрура та кăçал Чăваш Республикинче муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен пырса кĕрекен тупăш пайĕ чакман, 2014 çулхинчен те ытларах пулнине палăртатăп. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен тата çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртнинчен вырăнсенчи бюджетсене 409,3 миллион тенкĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 25 процент ытларах укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. 2015 çулхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем тăрăх налуксен шутне кĕмен тупăшсем, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, Вăрмар районĕнче 7 хут, Шăмăршă районĕнче - 2,8, Шупашкар районĕнче - 2,7, Çĕнĕ Шупашкар хулинче - 2,1, Куславкка районĕнче - 1,9, Патăрьел районĕнче - 1,8, Канаш районĕнче 1,7 хут ытларах пулнă. Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен пырса кĕнĕ укçа-тенке вырăнсенче социаллă ыйтусене татса пама тата çынсен пурнăç шайĕпе пахалăхне ỹстерме усă курма пултараççĕ.
2015 çулта муниципалитетсен хыснине чи нумай укçа-тенкĕ (пурĕ 168,1 миллион тенкĕ, налуксен шутне кĕмен пĕтĕмĕшле тупăшăн 41 проценчĕ) муниципалитет пурлăхне приватизациленинчен пырса кĕнĕ.
- Ирина Геннадьевна, Елчĕк районĕнче налуксен шутне кĕмен тупăшсемпе усă курса бюджета пуянлатнин ĕçне епле хак паратăр?
- 2015 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕн бюджетне муниципалитет пурлăхĕпе усă курнинчен тата çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртнинчен 1 323,8 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Налуксен шутне кĕмен тупăшсен пысăк пайне çĕре арендăна панин тỹлевĕ (77 процент, пурĕ 1 018,4 пин тенкĕлĕх) йышăнать. Унсăр пуçне, çĕр лаптăкĕсене сутнинчен район бюджетне 175,5 пин тенкĕ, муниципалитет пурлăхне арендăна панинчен 99,6 пин тенкĕ, пурлăха приватизациленинчен 34,3 пин тенкĕ пырса кĕнĕ.
- Усă курман çĕр лаптăкĕсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртессине мĕнле майпа йĕркеленĕ?
- Усă курман çĕр ресурсĕсемпе тухăçлă усă курас тата вĕсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин территорийĕнче "халăх инвентаризацине" йĕркелесе ирттереççĕ. 2014 çулхи юпа уйăхĕнче унăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ - усăсăр выртакан тата тухăçлă усă курман 2090 çĕр лаптăкне тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра "халăх инвентаризацийĕн" иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче тупса палăртнă хуçасăр е тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкĕсене кирлĕ пек çырса йĕркелемеллине тата çаврăнăша кĕртмеллине палăртса каларĕ. Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем пурри пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне тата калăпăшне ỹстересси çине те пысăк витĕм кỹрет.
Тупса палăртнă хуçасăр е тухăçсăр усă курнă 568 çĕр лаптăкне (357 гектар) йĕркелесе çитернĕ тата патшалăх кадастр учетне илнĕ. Çав шутран 3 çĕр лаптăкне яланлăх усă курма, 99-шне арендăна панă, 47-шне нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă, 80 çĕр лаптăкне сутнă. Ирĕклĕ 40 çĕр лаптăкĕ (41,8 гектар) çĕр лаптăкĕ пурри çинчен Пĕрлехи информаци ресурсĕнче пĕлтернĕ. "Халăх инвентаризацийĕн" иккĕмĕш тапхăрĕ 2015 çулхи раштав уйăхĕнче вĕçленет.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.