Асăрханулăх кирлĕ
"Gpeenpeace России" ĕçченĕсем палăртнă тăрăх кăçал та çуркуннепе çуллахи вăхăтра 2002 тата 2010 çулсенчи пекех килсе тухас хăрушлăх пур. Ун чухне ялсемпе хуласем вăрман пушарĕсенчен сахал мар шар курчĕç. Хăрушлăх тухасси ыт ахальтен мар. Кăçал вăрманти пушарсем ытти çулсенчинчен иртерех пуçланчĕç. Ку инкек пирĕн тăрăха та çитме пултарать. Çавна май ял çыннин пушартан асăрханма, унпа кĕрешме хатĕр пулмалла. Чылай чухне вăрманти пушарсем çынсен тимсĕр- лĕхне пула тухаççĕ. Çынсем типĕ курăка юри тивĕртсе яни, пирус туртни, кăвайт чĕртни, кĕленче япаласене пăрахса хăварни пысăк инкек патне илсе пырать. Киревсĕр ĕçшĕн яланах явап тытма тивет. Вăрмана сиен кỹнĕшĕн РФ Уголовнăй Кодексĕн 261-мĕш статйипе килĕшỹллĕн айăплă çынсене 10 çул таран тĕрмене лартма тата 3 миллион тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ. Уголовлă яваплăха 16 çултан пуçласах тыттараççĕ. Çавăнпа та асăрханулăх пирки самантлăха та манас марччĕ. Вăрмана патшалăх сыхлать. Вăл пирĕн пуянлăх.
Çавăнпа та вăрмана канма кайсан уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Тĕтĕм тухнине асăрхасанах 01 тата 112 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Р.ЗАЙНУЛЛИН,
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн следстви пайĕн начальникĕ.