Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултаруллисем - Елчĕксем

Пултаруллисем - Елчĕксем

Çулсерен ака уйăхĕ тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян. Кăçал та районти çамрăк каччăсемпе хĕрсем хамăр тăрăхри тата республика шайĕнче иртекен ăмăртусене йышлăн хутшăнаççĕ.

Иртнĕ эрнере Елчĕк ялĕнче 16 çултан аслă мар çамрăксем хушшинче йывăр атлетика енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Етĕрне, Çĕмĕрле хулисенчен, Вăрнар, Патăрьел районĕсенчен пăхаттирсем хутшăнчĕç. Паллах, Елчĕк спортсменĕсем те айккинче юлман. Ăмăртăва уçнă тапхăрта спортсменсем тата курма килнĕ ял-йыш умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый сăмах каларĕ. Çавăн пекех Европа чемпионĕ, тĕнче чемпионачĕн призерĕ, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлекен, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ю.Мышковец ăмăртăва килнĕ спортсменсене Олимп шайне çитме сунчĕ. Парад хыççăнах хĕрỹ ăмăрту тапхăрĕ пуçланчĕ.

Яланхи пекех, чи малтан помост çине йывăр атлетикăпа туслашнă хĕрсем тухрĕç. Елчĕк тăрăхĕ пĕрремĕш тапхăрта виçĕ чемпион титулĕпе пуянланчĕ. М.Яковлева, А.Панкратова тата К.Изратова район пухмачне ылтăн медальсем хушрĕç. Унсăр пуçне тепĕр икĕ спортсменка Елчĕксене иккĕмĕш кăтартусемпе савăнтарчĕç - П.Андреева тата Л.Ильина кĕмĕл призерсем пулчĕç. Асăннă хĕрсене пурне те Кивĕ Эйпеç ялĕнче В.Марков тренер спорт вăрттăнлăхĕсемпе паллашма пулăшать. Çавăн пекех асăннă ушкăнра Патăрьелĕнчи И.Степанова, Çĕнĕ Шупашкарти А.Шайманова, Етĕрнери Э.Белова мала тухма пултарчĕç. Вĕсем те мухтава тивĕç.

Ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕнче 34, 38, 42, 46 тата 50 килограмлă категорисенчи атлетсем медальсемшĕн тупăшрĕç. Кунта Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вĕренекен А.Чугунова чемпион ятне çĕнсе илнипе саламламалла. Унпа пĕр шкултах вĕренекен А.Паршуков тата Д.Викентьев хăйсен виçисенче вице-чемпионсем пулчĕç. Вĕсене П.Молоствов тренер вĕрентет. Çак ушкăнрах Елчĕк районĕн тата тепĕр икĕ спортсменĕ - призерсен шутĕнче. Аслă Пăла Тимешри М.Дмитриев тата Кивĕ Эйпеçри В.Семенов килĕсене пăхăр медальсемпе таврăнчĕç. Етĕрнери М.Максимовпа А.Андреев тата Патăрьелĕнчи Т.Павловпа А.Чихин çак ушкăнта чемпионсем пулчĕç.

Юлашкинчен помост çине 56, 62, 69 тата унран йывăртарах килограмлă атлетсем хăйсен пултарулăхĕпе спорт тỹрисене тата курма килнисене паллаштарчĕç. Елчĕкри А.Демьянов хăйĕн спорт карьеринче пуçласа республика чемпионĕ ятне тивĕçрĕ. Кивĕ Эйпеçри А.Носов та медальсĕр юлмарĕ. Вăл - иккĕмĕш вырăнта. Алексей хăйĕн виçинче Шупашкарти спорт мастерĕн кандидатне А.Адикина çеç мала ячĕ. Çĕмĕрлери М.Путиванов тата Улатăрти А.Каюков пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарчĕç.

Пурне те командăсем хушшинче иртекен ăмăрту канăç памарĕ. Пĕтĕм команда наставникĕсем малти вырăна тухма ĕмĕтленеççĕ. Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн чи вăйлă командăсен капитанĕсене пьедестал çине хăпарма ыйтрĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Улатăр хулин команди, иккĕмĕш вырăнта пирĕн кỹршĕсем - Патăрьелсем. Чи пултаруллисем вара - Елчĕк районĕн штангисчĕсем. Маттурсем!

В.ДЕМЬЯНОВ, 
ăмăрту судйи.



"Елчĕк Ен"
29 апреля 2015
14:59
Поделиться