Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăмах хĕлхем сирпĕттĕр

Сăмах хĕлхем сирпĕттĕр

Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ йĕркеленипе Чăваш Наци библиотекин пысăк залĕнче ăс-тăн тĕнчине çирĕплетес тата хальхи вулакана, куракана тата итлекене паха информаципе, литературăпа тивĕçтерес ыйтусем çинчен регионсем хушшинчи семинар иртрĕ.

Раççейри Литература, Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкне халалланă мероприятие журналистсем, издательсемпе библиотека, наука ĕçченĕсем, литература критикĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Семинара Пушкăртстан, Тутарстан, Мари Эл республикисенчи, Оренбург, Самар, Тюмень тата Ульяновск облаçĕсенчи ĕçтешсем те килсе çитнĕ.

Пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов саламларĕ, хальхи пурнăçра çынна нихçанхинчен те ытларах паха информаци кирлине, вăл тĕрĕс, тарăн шухăшлă, тулли тата шанчăклă пулмаллине палăртса каларĕ. Кирек камшăн та литература, телевидени, радио, хаçат-журнал, çавăн пекех Интернет та, информаци илмелли тĕп çăлкуçсем пулса тăраççĕ. Министр уйрăмах юлашки вунăçуллăхра республика пурнăçĕнчи паллă пулăмсем пирки чарăнса тăчĕ. Ку вăл - Чăваш Наци телевиденийĕпе Наци радиовещанийĕ йĕркелени. Чăн та, Елчĕкре наци телекăларăмĕсене пăхаймастпăр эпир, çапах та наци радиовĕпе куна пуçлатпăр. Ултă çул хушшинче наци радиовĕ кашни чăвашшăн чăн-чăн çывăх тус пулса тăчĕ. Унта кулленхи пурнăçа - экономика, политика, социаллă, спортпа культура ыйтăвĕсене - тĕплĕн те уççăн çутатаççĕ.

Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, республикăри Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров пурне те шухăшлаттаракан чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне - çамрăксен кĕнеке вулас туртăмне ỹстересси пирки çĕклерĕ. Вăл пĕлтернĕ кăсăклă пулăма аса илмеллех пулĕ: паян Раççей çынни кĕнеке вулама кунне 9 минут уйăрать, анчах çав 9 минута та Интернетпа компьютер вăййисем илме пултараççĕ.

Хальхи вулаканăн ыйтăвне мĕнле тивĕçтерни çинчен Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев каласа пачĕ. Издательство кĕнеке кăларассине çулсерен ỹстерсе пырать. Патшалăх пулăшăвĕпе кăларакан кĕнекесем те сахал мар. Пĕлтĕр кăна патшалăх заказĕпе (кунта учебниксемпе вĕренỹ пособийĕсем кĕреççĕ) 74 тĕрлĕ кĕнеке кăларнă, вĕсем 185 пин тиражпа пичетленнĕ. Ачасемпе çамрăксем валли кăларакан кĕнекесем çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕчĕккисем валли çыракансене Республика Правительстви ятарлă грантсем уйăрнине, кăçалхи чи пысăк ĕçсенчен К.Ивановăн "Нарспи" поэмине акăлчанла куçарнине палăртрĕ. Чăваш Енри Наци телерадиокомпани директорĕ Александр Магарин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Наци радиовĕпе наци телевиденийĕнче тата çулталăк çурă каялла йĕркеленĕ "Тăван радиора" виçĕ чĕлхепе - чăвашла, вырăсла, тутарла янăракан проектсем ĕçлеççĕ. Передачăсене Интернет сечĕпе трансляцилеççĕ. Çавна май тĕрлĕ регионсенче пурăнакан ентешсем чăвашсене итлеççĕ. Хальхи вăхăтра кабель сечĕсем тăвас ыйтупа ĕçленине палăртрĕ А.Магарин.

Республикăри чи аслă телерадиокомпани - "Чувашия" ПТРК директорĕн çумĕ Елена Егорова çитес çулсем юбилейсемпе пуяннине пĕлтерчĕ: "Радио Чувашии" ĕçлеме пуçланăранпа 90 çул, Чăваш телевиденийĕ - 55 çул, "Россия-24" регионти редакци - 20 çул. Телерадиокомпани передачисене республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те пăхаççĕ, итлеççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе ют çĕршывсен литературин кафедрин заведующийĕ Юрий Артемьев паян писательсен йышĕ пысăккине, анчах вулакан чунне сиплекен, сăмах хĕлхем сирпĕтекен литература сахаллине палăртрĕ. Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, патшалăх деятелĕ, чылай çул "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн редакторĕ пулнă Демьян Семенов, "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай хаçат вулакана ырра вĕрентмеллине, вăл яланах чĕрĕ пулмалли çинчен чарăнса тăчĕç. Чăваш литературин, литературоведенин ăсчахĕсем Виталий Станьял, Анатолий Кипеч, Виталий Родионов хальхи Чăваш Енре илемлĕ литература аталанăвĕ пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Паян литературăра тĕпĕртетсе пыракан çамрăксем çуккине, литература ĕçĕпе кăна пурнăçа йĕркелеме, çемьене тытса пыма май çуккине, çавна май патшалăх енчен пулăшу кирлине палăртрĕç. Пушкăртстанри чăвашсен "Урал сасси" хаçат тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Ульяновск облаçĕнчи "Волга" патшалăх телерадиокомпанин "Эткер" телепередача редакторĕ Олег Мустаев, Тюмень облаçĕнчи "Тăван" хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Ираида Маслова тухса калаçрĕç, хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Ун хыççăн литературăпа музыка уявĕ иртрĕ. Унта республикăри паллă çыравçăсем сăвăсем вуларĕç, юрăçсем илемлĕ чăваш юррисене шăрантарчĕç.

Семинара хутшăннисем ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, паллă педагог тата ăсчах Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 167 çул çитнине паллă туса сумлă делегацие Наци библиотеки умĕнчи палăк умне чечек кăшăлĕ хума шанчĕç.

В.СМИРНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: палăк умĕнче.



"Елчĕк Ен"
25 апреля 2015
08:31
Поделиться