Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕтĕм тĕнче пĕлет

Пĕтĕм тĕнче пĕлет

Ман умра Чăваш Республикин турист картти. Унта Елчĕк районĕнчи виçĕ паллă вырăна - Патреккелти çăлкуçа, Елчĕкри И.Я.Яковлев уçнă шкула (вăл шкула пăснă) тата Аслă Таяпари хулаша турист çулçỹревĕн маршрутне кĕртнĕ. Чăваш Ене килекен кирек кам та çак вырăнсемпе паллашма пултарать.

Хальхинче Аслă Таяпа хулашĕ çинчен чарăнса тăрасшăн.

- Таяпасем, пирĕн несĕлсем, чăвашлăха никĕслекенсем пулнă, - тесе мухтанаççĕ Аслă Таяпара пурăнакансем тата çак ялта çуралса ỹснисем.

Ăна çирĕплетсе калакан документсем сахалрах пулсан та тĕрлĕ çырусем тата историсен тĕпчевĕсем тăрăх çак пысăк ял пуçланса кайни пин çул ытла пулнине палăртнă. Вăл вăхăтри ятсăр çырма хĕрринче кашласа ларакан сĕм вăрмана малтан Тай, Пай тата ытти çавăн евĕрлĕ чĕннĕ чăвашсем килсе вырнаçнă теççĕ. Вĕсен йăх-несĕлĕ аталанса-вăйланса пынă май çак тăрăхра хăйне евĕрлĕ пĕчĕк хула çĕкленнĕ. Часах вĕсене тĕрлĕ енчен тăшмансем тапăнса сахал мар сиен кỹнĕ иккен. Уйрăмах тутар-монголсем мăшкăл кỹнĕ. Шăпах çак хăрушлăха сирсе ярас, тăшманран мĕнле те пулин сыхланас тĕллевпе хулаш (городище) йĕри-тавра тĕлĕнмелле крепоç туса лартнă. Мускаври тата Шупашкарти паллă археологсемпе специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, ăна 12-13 ĕмĕрсенче хăпартнă. Хỹтлĕх стенисене йывăçран тата тăмран купаланă. Хỹтлĕхне тăпра тултарнă. Унсăр пуçне тăшмана чăрмав кỹрес тесе стенасем хĕррипе тарăн канав чавнă, унта шыв тултарнă. Ытти сооруженисем те сахал мар пулнă курăнать. Мĕншĕн тесен хулаш вырăнне тата йĕри-таврашне тĕпченĕ çулсенче (ку енĕпе тĕпчевçĕсем иртнĕ ĕмĕрсен çирĕм-аллăмĕш çулĕсенче уйрăмах нумай ĕçленĕ) унта çĕр-çĕр çул чиперех сыхланса юлнă кил-çурт таврашĕнче, хуçалăхра усă курнă япаласене те нумай тупнă. Чи пĕлтерĕшли вара Аслă Таяпа ялĕ нумай энциклопедине кĕрсе юлни. Крепоç тата ун таврашĕнчи вырăнсенче тупнă япаласем Елчĕк е Шупашкар музейĕсенче кăна мар, Мускавра тата тĕнчери ытти паллă курав çурчĕсенче, музейсенче те упранаççĕ. Аслă Таяпана пĕтĕм тĕнче пĕлет.

Анчах шел те, иртнĕ ĕмĕрсенче историпе археологи палăкне тивĕçлипе хакласа кайман. Çавна май хулаш тата ун таврашĕ çултан-çул ишĕлсе-ванса пынă. Хулаш пин çул тултарас умĕн çеç ăна упрас, пулас ăрусемшĕн сыхласа хăварас текенсем тупăннă. Ку енĕпе чи малтан хамăр районтах çуралса ỹснĕ Николай Балтаев (Палтай Микуçĕ) ырă пуçару тунă. Вăл хăйĕн шухăшне пултаруллă та канăçсăр художника, Тутарстанри Пăва районĕнчи Рункăра ĕçлесе пурăнакан Александр Алексеева (Сантăр Пикл) пĕлтернĕ.

Юлташсем хĕрỹ ĕçе пикеннĕ. Ял çыннисем те айккинче юлман. Кĕске вăхăтрах пулас ăрусем валли лартакан палăксем çĕкленме пуçланă. Малтанах Тайпикене, ĕлĕк-авал хулаш çыннисене сиплĕ шывпа тивĕçтернĕ шăнкăрти çăла, тирпейленĕ. Унта хăйне майлă пусă тата валак тунă, эрешленĕ тăватă юпа лартса Çĕр, Хĕвел, Сывлăш, Шыв вăйĕсене кăтартнă. Çакăн хыççăн пĕтĕм ял-йышпа пухăнса хула пуçламăшне кăтартакан асамлă юпана çĕкленĕ. Унтах, савăнăçлă лару-тăрура, хулашпа унăн таврашне усал сывлăшсенчен тасатнă. Çавăнтах хулаш пуçлăхне "суйласа лартнă", ăна хула уççине яланлăха упрама панă...

2002 çулта Аслă Таяпа ялĕ 1000 çул тултарнине анлăн паллă тунă. 2007 çулта кунта çарпа истори клубĕсен регион шайĕнчи "Тискер уй" уявĕ пысăк шайра иртнипе асра юлнă. Музей ĕçченĕсем пуçарнипе районти çамрăк таврапĕлỹçĕсем унта экскурсире пĕрре мар пулнă. Иртнĕ çулсенче Елчĕкрен Аслă Таяпана велосипедпа та çула тухнă.

Пирĕн хальхипе кăна мар, авалхипе те тивĕçлипе мухтанмалла, мăнаçланмалла. Ахальтен мар авалхи хулаша республикăри турист çулçỹрев маршрутне кĕртнĕ. Кунта хамăр таврари е кỹршĕ районсенчи çынсемшĕн кăна мар, ют çĕршывсенчен килекен хăнасемшĕн те курса тĕлĕнмелли пур.

С.ГОЛУБЕВА, 
Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ертỹçи.

Сăнỹкерчĕкре: хулашăн пĕр пайĕ.



"Елчĕк Ен"
25 апреля 2015
08:28
Поделиться