Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Л.Иноходова - чемпионка

Апрелĕн 16-18-мĕшĕсенче Ульяновск хулинче йывăр атлетика енĕпе федерацин Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртнĕ.

Унта федерацин Атăлçи округĕнчи 12 регионтан 200 яхăн штангист хутшăннă.

Аслă Пăла Тимешри "Юман" спорт клубĕн тренерĕн А.Портновăн воспитанникĕсем ăнăçлă ăмăртнă. 48 килограма çитичченхи виçере Л.Иноходова çĕнтернĕ. Вăл икĕ енлĕ ăмăртура 153 килограмм пухнă. Л.Иноходова ылтăн медале, Раççей чемпионатне хутшăнма тивĕçнĕ. 69 килограма çитичченхи виçере П.Ягудин икĕ енлĕ ăмăртура 255 килограмм, А.Никитин 77 килограма çитичченхи виçере 262 килограмм, П.Портнов 77 килограма çитичченхи виçере 285 килограмм çĕклесе Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă тата çирĕплетнĕ.



"Елчĕк Ен"
25 апреля 2015
08:29
Поделиться