Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Фестивале хутшăнать

Районти централизациленĕ клуб тытăмĕнче тĕрлĕ ỹсĕмри çамрăксене пултарулăха ỹстерме мĕнпур майсем пур.

Елчĕкри Вика Евстафьева та кунта юрлас ăсталăха туптать, "Радуга" ансамбле çỹрет. Районти çамрăк юрăçсен конкурсĕсенче те вăл яланах уçă сассипе палăрать. Нумаях пулмасть иртнĕ "Елчĕкри çăлтăр çумăрĕ" конкурсра вунпиллĕкри хĕрача гран-прие çĕнсе илчĕ. Хальхи вăхăтра пултаруллă юрăç пĕтĕм чăвашсен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсне хутшăнма хатĕрленет.

Е.ФЕДОТОВА.



"Елчĕк Ен"
25 апреля 2015
08:23
Поделиться