Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Удостоверени ыйтмалла

Чăваш Енри пенси службине çынсем тăтăшах шăнкăравлама тытăннă. Хваттерсем тăрăх çамрăк çынсем (пенси фончĕн ĕçченĕсем тесе паллаштаракансем) çỹренине пĕлтернĕ вĕсем. Хайхискерсем 50 çултан çамрăкрах çынсене пенсин пухăнакан пайĕ пирки шухăшлама, килĕшỹ çине алă пусма ыйтаççĕ иккен.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче çак пулăма патшалăхăн мар пенси фончĕсем нумайланнипе çыхăнтараççĕ. Акă, кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне çеç патшалăхăн мар 24 пенси фончĕ ку тытăма кĕнĕ. Вĕсен ĕçченĕсем клиент базине анлăлатнă май хваттерсем тăрăх çỹреççĕ.

Чăваш Енри пенси фончĕ çынсене хваттер тăрăх çỹрекенсенчен удостоверени ыйтмалли пирки асăрхаттарать. Вĕсемпе килĕшỹ тумалла е çук - кун пирки кашнийĕ хăй шухăшлать.

Патшалăхăн мар пенси фончĕпе килĕшỹ тунă май страхлав взносĕ, пенсин пухăнакан пайĕшĕн тỹлени, çак фонда куçать. Вăл вара укçа-тенке инвестицилеме, çын тивĕçлĕ канăва тухнă май пенсин пухăнакан пайне тавăрса пама тивĕç. Патшалăхăн мар пенси фончĕн ĕç-хĕлĕ вара финанс рынокĕн лару-тăрăвĕнчен нумай килет.

Вăйра тăракан саккунсем 1967 çулта е каярах çуралнисене пенсин пухăнакан пайне йĕркелеме е пĕтĕм взноса страхлав пенсине ỹстермешкĕн яма 2015 çул вĕçлениччен суйлама ирĕк параççĕ. Çакна аса илтеретпĕр: страхлав пенсийĕшĕн патшалăх яваплă. Ăна инфляцирен шанчăклăн хỹтĕлеççĕ. Малашне хăй хывакан тỹлеве страхлав пенсине яма шут тытнă гражданинăн унччен тỹленĕ пенсин пухăнакан пайĕ çухалмасть. Вĕсене РФ Пенси фончĕ пĕтĕмпех тỹлет.



"Елчĕк Ен"
22 апреля 2015
15:39
Поделиться