Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕчĕк кăлтăка та асăрхама пĕлмелле

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин районти предприятисемпе организацисен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах Н.Миллин Пĕрлехи информаци кунĕнче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче ирттернĕ мероприятисем çинчен чарăнса тăнă. Çак кун вĕсем Таяпа Энтри тата Каркалар ялĕсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене халалланă палăксем умĕнче, Каркалар, Кĕçĕн Патреккел, Петровка ялĕсенче пулнă. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсенчи çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса хăварчĕ. Тирпей-илем кĕртес енĕпе уйăхлăх иртнĕ май, кашни ялтах пухăннă тасамарлăха тасатмаллине, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, кураторсем пĕчĕк кăлтăка та курма вĕренмелли çинчен тепĕр хут асăрхаттарчĕ.

Çуллахи тапхăр çывхарса пынă май, пухнă тасамарлăха, типĕ курăка çунтарасси те пырать. Анчах та çакăнта пысăк хăрушлăх тухса тăрать - вут-çулăмра пурăнмалли çурт, хуралтăсем пĕтме пултараççĕ. Çавăнпа Н.Миллин пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый районти шкулсенчи вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регион шайĕнчи тупăшăвĕсене хутшăнни, вĕсен вĕрентекенĕсен çитĕнĕвĕсем, районта иртнĕ "Çулталăк воспитателĕ", "Çулталăкри социаллă педагог", "Чи класлă классный", "Çулталăкри вĕрентекен" конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ çинчен чарăнса тăчĕ (материал хаçатăн иртнĕ номерĕнче кун çути курнă).

Олимпиадăсене хутшăннă 63 вĕренекенрен 15-шĕ республика шайĕнче призерсем пулса тăнă. Çакна палăртма кăмăллă: олимпиадăсен Раççей шайĕнчи тупăшăвĕсене хутшăннă Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Елчĕк тăрăхĕнчен 3 вĕренекен те пур: Лаш Таяпари А.Павловпа А.Игнатьев, Елчĕкри Н.Капламова. А.Павлов экологипе Смоленскра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче призерсен йышне кĕнĕ. Калаçăва вĕçленĕ май, Л.Левый республикăри яллă районсем хушшинче Елчĕк тăрăхĕ ачасем предметсен олимпиадисене хутшăнассипе, вĕсен эффективлăхĕпе республикăра пĕрремĕш вырăнсене йышăннине палăртрĕ.

Районта Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленесси малалла пырать. Учрежденисемпе организацисен, предприятисен çурчĕсем çине çак чаплă уявпа çыхăннă баннерсем вырнаçтараççĕ, территорисене тирпей-илем кĕртеççĕ, палăксемпе обелисксен, ытти асăну вырăнĕсене çĕнетеççĕ, шкулсенче тĕрлĕ акцисем иртеççĕ. Çаксем пирки те Л.Левый хыпарларĕ.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн ертỹçин çумĕ П.Ефимов кăçалхи пĕрремĕш кварталти оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Январь-март уйăхĕсенче районта 25 преступление шута илнĕ. Право йĕркисене сĕмсĕррĕн пăсасси чакса пырать. Çапах та çакă лăпланса лармалла тенине пĕлтермест - право йĕркисене пăснине хирĕç полиципе пĕрле общественность та ĕçлемелле.

Калаçăва вĕçленĕ май, П.Ефимов Чăваш Енре суя укçасен тĕслĕхĕсем йышланнине палăртрĕ, çавăнпа тимлĕрех пулма ыйтрĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявĕ çывхарса килнĕ май, палăксемпе обелисксене, ытти асăну вырăнĕсене пăхса тăрассипе те тимлĕхе ỹстермелле.

Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Е.Михайлова Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, ăнăçу сунчĕ.

Ларура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă.



"Елчĕк Ен"
22 апреля 2015
08:55
Поделиться