"Халăх тăшманĕн" ачисем
⇒ Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 27, 28-мĕш номерсенче.
Кукашшĕ тата унăн ачисем
Лина аппан кукашшĕ - Иван Никитич Воронов. Унăн ашшĕне ялта Хура Мĕкĕте тенĕ. Хура Мĕкĕтен 3 ывăл - Иван, Михаля, Александр пулнă.
Иван Воронов тĕп килтен уйрăлса тухса пысăк çурт лартнă. Мăшăрĕпе (Мария - Хăрпашран) 5 ывăлпа 2 хĕр: Степан - 1907 ç., Анна - 1906 ç., Афанасий - 1908 ç., Порфирий - 1911 ç., Григорий - 1914 ç., Александра - 1921 ç., Николай - 1925 ç. çуратса ỹстернĕ. Ултă ят çĕрĕ тытса тăнă. Ăна 1933 çулта кулак тесе айăпланă. Икĕ пысăк çуртне те колхоз валли туртса илнĕ. Пĕр çуртĕнче колхоз правленийĕ, тепринче конюхсен пỹрчĕ вырнаçнă. Виçĕ кĕлечĕпе икĕ лаши те колхоза куçнă. Ивана хăйне ссылкăна ăсатнă. Унтан таврăнайман вăл. Ăçта илсе кайни те, вилсен хăш вырăнта пытарни те паллă мар. Кукашшĕпе пĕртăван Михаляна та кулак тесе айăпласа ссылкăна янă.
Лина аппан куккăшĕсем - Степан, Афанасий, Порфирий, Григорий, Николай питĕ ăслă пулнă. Степан Воронов Мускавра Н.К. Крупская ячĕпе хисепленекен академире вĕреннĕ. 1929 çулта Кỹлпуç ялĕнче, каникул вăхăтĕнче, пуянтарах пурăнакан тата арман тытакан çемьесенчен ялхуçалăх артелĕ йĕркеленĕ. Анчах унăн ĕçĕ вăраха тăсăлаймасть. Ашшĕне кулак тесе айăплани çинчен Мускава çырса пĕлтерсен Степана академинчен кăларса яраççĕ, артеле салатаççĕ.
Афанасий те, Порфирий те Мускавра политтехникумра вĕреннĕ. Ашшĕне айăпланă хыççăн вĕсем яла таврăнма пултарайман. Килсен - ссылка кĕтет. Мускавран тарса килме тухсан Ахваниçе çул çинче тиф чирĕ ерет. Вăл сывалаймиех чирлесе ỹкет. Пуйăс çинчен антарсанах ăна Канашра хăвараççĕ. Чир Пухвире те ерет. Вĕсем тарса килнĕ хыççăн тинтерех çеç качча тухнă аппăшĕ Анна (Лина аппа амăшĕ) патĕнче, аслăк çинче пытанса пурăнаççĕ. Аппăшĕсен пỹрчĕ пысăк пулнă. Вуникĕ чỹречеллĕ. Кайран, Пухвир сывалса ура çине тăрсан, вăрттăн ялтан тухса каяççĕ. Тытăнса тăма юрамасть. Те кỹршĕ-аршă курасси пур, ытти çынсем те сисме пултараççĕ. Евитлесен - ыррине ан кĕт.
Пĕртăвансем малтан амăшĕн тăванĕсем патне Хăрпаша, унтан Украинăна тарса каяççĕ. Шутсăр нумай нуша кураççĕ. Çул çинче кăштах ĕçлекелесе укçа тусан малтан Турцие, кайран Ирана çитеççĕ. 1965 çулта вĕсенчен пĕр çыру килет. Çыру çинче штамп çине штамп пулни вăл нумай тĕрĕслев витĕр тухни çинчен калать. Çыруран Çтаппан аварие лексе 1960 çулта вилни, унран Костя ятлă ывăлĕ юлни, хăйсем вĕсем сысна ỹстерсе патшалăха парса пурăнни паллă пулать. Анчах çырăвне çыраканĕ Степан юлташĕ Иван Чернов тесе çырнă.Тăванĕсем, паллах, ăна ашшĕ ятне асăннинченех Пухвир çырнине ăнланса илеççĕ (ашшĕ Чернов Иван - Хура Мĕкĕте ывăлĕ). Кăтартнă адреспа ялтан икĕ хутчен те çыру яраççĕ, анчах ответ кĕтсе илеймеççĕ. Çырусене кăларса яман пулмалла.
Кукашшĕн тепĕр ывăлĕ, Кĕркури, тĕп кил вырăнне пĕчĕк пỹрт лартать. Кĕркури Мурманскра вăрман каснă, сулă юхтарнă. Ĕçленĕ вăхăтра чутах сулă айне те пулса вилмен. Укçа туса килсен авланнă. 18 çулти Тăрмăш хĕрне, Валя ятлăскере, качча илнĕ.Туйне Анна аппăшĕ (пỹрчĕ пысăк) килĕнче тăваççĕ. Хĕр хыççăн йышлă тăванĕсем хĕрĕхĕн килнĕ. Анчах хĕрĕ, пуян çемьерен пулнăскер, пĕчĕк пỹртре тăвăрланса пурăнасшăн пулмасть - пĕр уйăхран уйрăлса каять. Кĕркури каллех ĕçлеме тухса каять. Ĕçлесе таврăнсан хальхинче пысăкрах пỹрт туянать, 1939 çулта тепре авланать. Хĕрĕ - Аслă Шăхалĕнчен, питĕ кăмăллăскер пулнă. Лина аппа вăл пĕчĕккисене яланах тутлă икерчĕсемпе хăналанине астăвать. Куккăшĕпе инкĕшĕ пĕрле çулталăк та пурăнаймаççĕ - ачи çуралса ĕлкĕриччен Кĕркурие 1939 çулта хĕсмете чĕнсе илеççĕ. Кайран вăрçă пуçланать. Вăрçă пуçламăшĕнчех вăл паттăрла çапăçса вилни çинчен хыпар çитет яла.
Амăшĕн йăмăкĕ, Александра, 7 класс пĕтерсен Канашри педучилищĕне вĕренме кĕрет. Вĕренсе пĕтерсе специальность илсен ăна Патăрьел районне, Первомайскине ĕçлеме яраççĕ. Лина аппа вăл Канашра вĕреннĕ вăхăтра ăна амăшĕ çул çине çăкăр пĕçерсе парса янине, пысăк аппăшĕ çутăлнă-çутăлман çула тухнисене питĕ лайăх астăвать. Александра Ивановна каярах Шупашкарти пединститута вĕренме кĕрет. Качча тухать. 1941 çулта упăшкине вăрçа ăсатсан йывăр çын пулса юлать. Ашшĕ, пĕчĕк хĕрĕ çуралнине кураймасăрах, фронтра пуç хурать. Вăл вăхăтра Александра Шăмалакри шкулта учительте ĕçленĕ. Пĕчĕк хĕрне хăйпе пĕртăван Николай патне хăварса çу каçипе вăрман касма çỹрет. 1952 çулта вĕренсе пĕтерес тĕллевпе каялла пединститута таврăнать. Юлашки çулĕнче Çуткỹл ачине качча тухать. Çемье Шупашкарта тĕпленет. Александра Ивановна шкулта, вĕренỹ хатĕрĕсем сутакан магазинта вăй хурать. 91 çула çитиччен пурăнать.
Амăшĕн тепĕр тăванĕ, Лина аппан куккăшĕ - Николай Иванович Воронов. Ăна вунçиччĕрех вăрçа илсе каяççĕ. Хăй кайăк тытма кайсан, повесткине инкĕшне парса хăвараççĕ. Инкĕшĕ: "Вунсаккăр та тултарайман вĕт-ха, ытла шалккă ачана", - тесе кăшкăрса йĕрет.
Николай Воронов Украинăра çапăçать, йывăр аманса Бакура госпитальте выртать. Нимĕç самолечĕсем килсе бомбăсем пăрахсан ураран та, пуçран та осколок лекнипе аманнăскер, тăнсăр пулса выртнă. Икĕ уйăха яхăн сипленет госпитальте, çырăвĕсене те юлташĕсене çыртарать. 1943 çулта ăна киле яраççĕ. Вăрçăран таврăнсан ялта ферма заведующинче ĕçлеме пуçлать. Шелттемрен кĕтеслĕ лупас куçарса килет, ĕнесем туянать. Каярах 1953 çулта Шупашкара тухса каять, счетовода вĕренет. Чапай поселокĕнче пысăк çурт лартать, авланать. Мăшăрĕпе виçĕ ывăл çуратса ỹстереççĕ.
Воронов Николай Иванович пенсие тухичченех РЦИнче ĕçлет, 78 çула кайса çĕре кĕрет.
Н.ЛЕВАЯ.