Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Муниципалитетсен пĕлтерĕшĕ пысăк

Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх паллă вырăн йышăнать.

Тĕрĕссипе, вăл яланах пулнă. Çапах та Раççей Президенчĕ Владимир Путин Вырăнти хăйтытăмлăх кунне паллă тăвасси çинчен указа алă пуснă хыççăн вырăнти хăйтытăмлăхăн пĕлтерĕшĕ тата та ỹсрĕ, уйрăм вырăн йышăнчĕ. 2012 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнчи документра çĕнĕ уяв кунне палăртнă. Унта вырăнти хăйтытăмлăх пĕлтерĕшĕ, демократи аталанăвĕ, гражданла общество пулăмĕ туллин палăрать. Çак вăхăтран пуçласа регионсемпе муниципалитетсем апрелĕн 21-мĕшĕнче Вырăнти хăйтытăмлăх кунне паллă тăваççĕ.

Кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕ хăйне кура уйрăм патшалăх: территорийĕ те, пурăнакансем те паллă, ертсе пыракан органсем те пур. Урăхла каласан, кунта халăх пурнăçĕпе, производство ĕç-хĕлĕпе, ытти енĕпе çыхăннă пĕтĕм ыйтусене татса параççĕ. Ял тăрăхĕн, районăн территорийĕнче пулса иртекен ĕçсемшĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем яваплă.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç-хĕлне тивĕçлипе йĕркелес тĕллевпе 2006 çулхи май уйăхĕнче Чăваш Енре Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашне туса хунă. Вăл хальхи вăхăтра муниципалитетăн 317 йĕркеленĕвне, çав шутран 284 ял, 7 хула тăрăхĕсене, муниципалитетăн 21 районне, хуласен 7 округне пĕрлештерсе тăрать. Вырăнсенчи депутатсен корпусĕ те пысăкланчĕ - 4 пин депутат çынсен ыйтăвĕсене татса парассипе тивĕçе пурнăçлать.

Чăваш Енри муниципалитетсен ĕç-хĕлĕ курăмлă: ветерансем, тăлăх ачасем валли çуртсем çĕкленеççĕ, нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăраççĕ, нумай функциллĕ центрсем, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлаççĕ, тĕслĕх библиотекисем, культура центрĕсем ĕçлеççĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма пулăшаççĕ. Çаксем тата ытти те вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçарулăхĕсĕр вăй илеймен, аталанман пулĕччĕç.

2007 çултанпа республикăри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен хушшинче чылай конкурс ирттерет: "Ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ", "Ял тăрăхĕн чи лайăх старости", "Общество хăйтытăмлăхĕн чи лайăх территори органĕ". Вĕсен тĕп тĕллевĕ - муниципалитет службин пахалăхне, вырăнне ỹстересси.

Муниципалитетсен вырăнти органĕсем те хăйсен пуçарулăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрса тăраççĕ: халăхпа пĕрле конкурссем, грантсем урлă тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртеççĕ, чиркỹ çурчĕсене çĕнĕрен çĕклеççĕ, çамрăксен патриот клубĕсене йĕркелеççĕ, тирпей-илемшĕн тăрăшаççĕ, урăхла каласан, çынсен пурнăç шайне ỹстерессипе тимлеççĕ.

Елчĕк районĕнче 9 ял тăрăхĕнчи 53 ялта пурăнакансем те пурнăçран юласшăн мар. Вĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçарăвĕпе, республика пулăшнипе ялсен, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассишĕн тăрăшаççĕ.

А.ФЕДОРОВ.



"Елчĕк Ен"
18 апреля 2015
08:29
Поделиться