Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш яланах тасалăхшăн тăрăшнă

Чăваш яланах тасалăхшăн тăрăшнă

Аслă уявсем умĕн чăваш çынни хăй пурăнакан вырăна çỹп-çапран, ытти тасамарлăхран тасатнă. Ăна ытларах юр кайса пĕтнĕ хыççăн пурнăçланă, кайран вара çулталăк тăршшĕпех тытса тăнă. Тасалăхпа тирпейлĕх, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, "хĕрỹ" точкăсенче пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене, обелисксене, ытти паллă вырăнсене йĕркеллĕ тытса тăрасси, социаллă пенсипе ытти çăмăллăхсене хушса тỹлесси, нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсасси тата ытти ыйтусем юнкун иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче тĕп вырăнта пулнă.

Районта пурăнакансемпе ыйтусене сỹтсе явма тĕв тытнă информаци ушкăнĕ чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Миллинпа тĕл пулнă, Елчĕкри Тĕп лапамри паттăр салтак-хỹтĕлевçе асăнса лартнă палăка çĕнетнĕ çĕрте пулнă, ытти паллă вырăнсем мĕнле шайра пулнине пăхса тухнă.

Унтан Чăваш Енĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Л.Левыйпа Елчĕкри "Солнышко" тата "Чебурашка" ача сачĕсен коллективĕсемпе тĕл пулнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемсĕр пуçне кунта шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене вĕрентĕвĕн патшалăхăн пĕрлехи çĕнĕ стандарчĕ çине куçасси пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă. Воспитательсемпе тĕл пулнă хыççăн районти централизациленĕ клуб тытăмĕн Елчĕкри учрежденийĕнче иртнĕ районти чи лайăх педагогсене чысланă мероприятине хутшăннă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдиновпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн активĕпе, Каркалар, Петровка, Кĕçĕн Патреккел ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Вĕсенче ялсенчи пурнăç условийĕсемпе паллашнă, çынсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина тата район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертỹçи А.Клементьев Аслă Елчĕкре пулса кунти лару-тăрупа паллашнă. Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунĕнче Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А.Сайкин, 44-мĕш пушар чаçĕн ертỹçи В.Григорьев тĕл пулнă, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллаштарнă, типĕ курăка çунтарнă чухне асăрхануллă пулма кирлине палăртнă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче ушкăнсем ытти ялсенче пулса çынсен ыйтăвĕсене хуравсем панă.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкре: Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем Елчĕкри Тĕп лапамра.



"Елчĕк Ен"
18 апреля 2015
08:32
Поделиться