"Халăх тăшманĕн" ачисем
⇒ Малалли. Пуçламăшĕ 27-мĕш номерте.
Астăватăп-ха, 1942 çулта шартлама сивĕ пулчĕ. Эпир Аслă Таяпа чиккинче, йĕтемре тырă çапатпăр. Хăвăлçырмасем пиртен молотилкăна илсе каясшăн. Эпир, Кỹлпуçсем, парасшăн мар. Пиртен молотилкăна илсе каяс тесе Хăвăлçырмасем хир тăрăх çул уçса килнĕ. Молотилкăна МТСран паратчĕç. Хăвăлçырмасем ăна тракторпа илме килнĕскерсем, пиртен илсе кайрĕç-кайрĕçех.
Хĕлле улăм çĕклеме кайнисем те асра. Хутмалли çук, ирĕксĕрех çĕрле, юр ашса фермăсем çывăхĕнчи юр хỹсе кайнă улăма туртаттăмăр е хирти капанран сĕтĕреттĕмĕр. Пĕррехинче Илче тете (Туля Савинов ашшĕ), Марче, Наçтук, Анюкка, эпĕ, Роза аппа пыратпăр çапла хир тăрăх юр аштарса. Кивĕ масар çумĕпе, аялта темĕскер йăлтăр-ялтăр курăнать. Илче тете чарăнчĕ те: "Мĕскер ку. Темĕскер пур унта!" - тет. Сасартăках çав темĕскер пирĕн улăм çуни урлă вашт! сиксе каçса кайрĕ. Кашкăр! Ун пек сехре хăпартмăшсем вăрçă вăхăтĕнче пĕрре мар пулнă. Пирĕн инкепе Кĕтюшка аппа Аслă Таяпана улăм тиеме кайнă. Лаши вăйран кайсан Кĕтюшка аппа яла лаша улăштарма каять, инке улăм купи çинче ларса юлать. Çапла улăм тиенĕ лав купи çинче чиперех ларать. Аяккалла тинкерсе пăхать те - лав патнелле кашкăр тĕллесе килнине курах каять. Кашкăр купа патне çитсе чарăнса унталла-кунталла пăхкаланă, сăмсипе сывлăша шăршлама тытăннă. Инке ни вилĕ, ни чĕрĕ. "Халь тытса çиет-и мана", - тесе сехĕрленсе ларатăп, çав вăхăтрах: "Ах, Кĕтюшка кăна халех ан килтĕрччĕ, кашкăр лашана тытса çурать", - тесе шутлатăп", - тет.
Вăрçă вăхăтĕнче хĕрсем те нумаййăн лаша тытнă. Çеринкка, Лючи аллисенчен лаша кайман. Çĕрĕн-кунĕн лашапаччĕ, çу каçиччен витерех выртса пурăнатчĕç", - çапла аса илет ун чухнехи йывăр вăхăтсене Лина аппа.
Лашасене вăрçа илсе кайса пĕтернĕрен вăкăрсене те кỹлме вĕрентнĕ. "Вăрçă ачисем" çитĕннисемпе тан ĕçленĕ, ачасемех Канаша тырă леçме те кайнă. Фронт валли тумтир, çимелли пухнă. Вăрçă хирĕнчи салтаксем валли чикарккă чĕртме килте тапак та лартса ỹстернĕ.
Çамрăк хĕрсене (18 çул тултарсан) йĕкĕтсемпе пĕрле вăрман касма та янă Улатăр тăрăхне. Унта лашасемпе кайнă. Пурăнма хваттерсенче пурăннă.Сивĕ çанталăкра йывăç касасси пĕрре те çăмăл мар. Ирех тăрса апат пĕçерсе çинĕ те - вăрман касма. Хĕл каçса кайиччен, 3 уйăх таранах ĕçленĕ. Сивви те сивĕ. Апачĕ те пĕтсе çитет. Ун пек чух яла кайса çимеллисем тиесе килнĕ.
"Эпĕ тĕрмене каятăп…"
Хăвăлçырмари шкулта çичĕ класс ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен Лина Патăрьелĕнчи счетоводсен курсĕнчен вĕренсе тухать. Пĕр çул та ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн 1974 çулта счетовод пулса тăрать, колхозра учетчицăра ĕçлет. "Ун чухне колхозра Ухман çынни Порфирий Иванов счетовод пулса ĕçлетчĕ, - çапла аса илет Л.Е.Немцева. - Пĕр колхоз пухăвĕнче çынсем: "Пире наемнăй çынсем кирлĕ мар, вĕсене колхозăн тытса тăмалла. Халĕ хамăрăн та вĕреннĕ çынсем пур", - терĕç. Анчах Иванов та айван çынах мар. Шăпах вăл "тăрăшнипе" мана вăрман касма ямалла тăваççĕ. Вăрман касма каймаллисен списокĕнче Георги, Володь, Геннади, Зоя (Семенова), Вырăс Марье, Уçăп тетепе Мăлькка тете те пурччĕ. Пухура пĕри: "Лина вунçиччĕре çеç вĕт-ха, вунсаккăр та тултарман", - тенине хирĕç пĕр сăмахсăрах мана вăрман касма каякансен списокĕнчех хăварчĕç".
Хăйпе пĕр çулхисем никам та çуккине кура Лина вăрмана каймасть. Ăна уншăн айăплама хăтланаççĕ - суда кайма повестка килет.
- Эпĕ правленине пытăм, - каласа парать Лина аппа. - Хĕрсем ял Советне пуçтарăннă. Çитсе кĕтĕм те: "Ну, хĕрсем, чипер юлăр, эпĕ тĕрмене каятăп", - тетĕп. Пурте çăвар карса пăрахрĕç. "Мĕнле-ха апла, пулма пултараймасть, эс 18 та тултарман вĕт-ха" - теççĕ. Камран ыйтса тăраççĕ ăна? Лашапа тухса кайрăмăр Елчĕке. Çуна çинче Порфирий Иванов та пĕрлех. Мана çул тăрăх вăрçса пырать. "Сана пула, сана пула…" - тет.
Ун чухне судра Галлямов Тэффик Галлямович тутар судья пулса ĕçлетчĕ. Çитсе кĕтĕмĕр хайхи. Галлямов манран ыйтать,
- Кам пулатăр?
- Лина Ефремовна Немцева, - тетĕп.
- Миçере?
- Вунçиччĕре. Мĕншĕн вăрман касма кайманнине тĕпчет.
Кĕлеткерен мана Турă кỹрентермен. Çỹллĕ те сарлакаскер, кĕрĕкпе тата та капмартарах курăнатăп пулинех.
- Вăрман касма кайнă пулсан ĕçлеме пултараттăн пуль те-ха… - тет Галлямов.
- Çапла пуль те, пирĕн анне чирлет, шăллăмсене те пăхмалла. Унта кайма ман çул та çитмен, - тетĕп.
Судья Иванов çине пăхать. "Миçере вăл?", - тет ман çинелле куç ывăтса. Иванов Порфирий 18 тултарнă тесе ĕнентересшĕн. Судья хушнипе ЗАГСА лашапа кайса ман çуралнă хута тĕрĕслеттерсе килчĕç. Чăнах та, вун саккăр тултарман. Иванов хăйĕнни çинех тăрать, судья умне хăй аллипе çырнă ман характеристикăна тĕкет. Унта эпĕ "халăх тăшманĕн" хĕрĕ пулнине çырнă-çке-ха. Иванов Порфирин мана мĕншĕн колхозран пăрмалли сăлтавĕ паллă. Эпĕ учетчицăра ĕçленĕ вăхăтра Канаша тырă турттарнă чух пĕр машина тырă "çухалнăччĕ". Иванов вĕсене хăйсем патне -Уçырмана тăктарни паллă пулчĕ. Манăн кун пирки калама, хирĕç чĕнме юрамасть. Вăл - партийнăй, эп кам, "халăх тăшманĕн" хĕрĕ кăна. Тĕрĕссине калас пулсан та - мана кам итлетĕр.
Галлямов тарăхса кайрĕ: "Ашшĕ-амăшĕшĕн ачи-пăчи явап тытмасть! Илсе кайăр ăна кунтан!" - терĕ Иванова хирĕç сĕтеле чăмăрпа çапса.
Çапла суд вĕçленчĕ.
Каялла килнĕ чух Иванов мана каллех çул тăрăх хăртса пычĕ. Эп çакна текех тỹссе пыма хал çитереймерĕм те, Çирĕклĕ Шăхаль çулĕ тĕлне çитсен лавран анса юлса çуран утрăм. Пирĕн ял çамрăкĕсем, мана тĕрмене лартмалла тунипе Иванова çилленнĕскерсем, вăл Елчĕкрен килнĕ çĕре ăна "лайăх кĕтсе илме хатĕрленнĕ". Кайран çапларах каласа пачĕç. "Пăхатпăр, - теççĕ, - лав çинче Иванов пĕчченех. Апла Линана тытса юлнă - хупаççех. Ну, вĕлеретпĕр кăна", - тесе шут тăваççĕ, ăна хупăрласа илеççĕ. Лешĕ эпĕ анса юлнине пĕлтерсен çеç тĕкĕнмеççĕ, юр çине тĕксе янипех çырлахаççĕ.
Вĕренме
1947 çулта Лина Немцева Канашри педучилищĕне вĕренме кĕрет. Ун пирки çапла аса илет: "Педучилищĕне шăллăмпа, Леньăпа пĕрлех вĕренме кĕтĕмĕр. Çăмăл вăхăт марччĕ. Пурпĕрех вĕрентĕмĕр Çĕнĕ çулччен. Çуна çине пĕр витре çĕрулми, кăштах кĕрпе, кăштах çу, çăкăр хурса Канаша çуранах каяттăмăр. Çитнĕ çĕре çăпата та çĕтĕлсе пĕтетчĕ. Яла Çĕнĕ çула çапла пĕчченех таврăнтăм, Леня унтах юлчĕ.
Киле çитрĕм. Анне тифпа чирленĕ. Елчĕкри больницăра аташса выртать. Килте тата икĕ пĕчĕк шăллăм. Вĕсене пăхмалла. Ирĕксĕрех килте юлма тиврĕ. Кайран документсене илме Канаша кайрăм. Мана Леня йăлтах çухатнă. Курсан макăрсах ячĕ: "Мĕн пулнă-ши, мĕншĕн килеймерĕ-ши тесе мĕн кăна шутласа пăхмарăм", - тет.
Эпĕ лайăх вĕренсе пыраттăм. Мана документсене каялла парасшăн мар. "Эсĕ икĕ эрне çеç тăрса юлнă, ыттисене хăваласа çитетĕнех, лайăх шутласа пăх", - теççĕ. Ăçта унта - анне чирлĕ, шăллăмсем пĕчĕк. Документсене илтĕм те яла таврăнтăм, правленинче счетоводра ĕçлеме пуçларăм. 1951 çулта медучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Вĕренсе тухсан направленипе Комсомольски районне ĕçлеме ячĕç. Унтанах качча тухрăм. Икĕ çул çурă медсестра пулса ĕçленĕ хыççăн Шупашкара куçрăмăр, тата 49 çул больницăра вăй хутăм", - асаилỹ çăмхине малалла сỹтет Лина Ефремовна.
Сăмах май каласан, Лина аппан кукашшĕне те кулак тесе айăпланă, куккăшĕсем те - "халăх тăшманĕн ачисем" ята илтнĕ.
Н.ЛЕВАЯ.
⇒ Малалли пулать.