Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пысăк инкекрен асăрханар

Кăçал районта 4 пушар пулнă.

Инкексен сăлтавĕсем - пирус туртнă чухне асăрханманни тата электропралуксем юсавсăр пулни. Çавăнпа та пирус тĕпĕсене унта-кунта пăрахса хăварма юрамасть. Асăрханусăр пулнăран пиншер тенкĕлĕх пурлăх кĕле çаврăнать. Патреккелте, Елчĕкре пулнă пысăк "хĕрлĕ автансем" çакна çирĕплетеççĕ.

Пушар - хăрушă инкек. Вăл ĕмĕртен пухнă пурлăха тĕп тăвать. Нимĕн те шеллемест. Инкек-синкекрен асăрхаттарас тесе эпир ялсене тухса пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене еплерех пурнăçланине тĕрĕслетпĕр. Час-часах уйрăм çуртсенче электропралуксем кивелнине, мунча кăмакисен тĕтĕм çулĕсем юсавлă маррине асăрхама тивет. Кил хуçисене çирĕппĕн асăрхаттаратпăр. Кăмакасене вăхăтра юсамасан, электропралуксене çийĕнчех улăштармасан инкек курасси те инçе мар.

Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать. Çакă кирек кама та савăнтарать. Пахчасене, пỹрт çумĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, иртнĕ çулхи хытхурасене çунтарнă чухне уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Типĕ курăка пỹрт, хуралтă çумĕсенче çунтарма юрамасть. Вут-çулăм тăшман ан пултăр тесен тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар.

С.САРДАЕВ, 
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ.



"Елчĕк Ен"
15 апреля 2015
09:18
Поделиться