Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виталий МУТКО: Европа чемпионатне пысăк шайра ирттерессе шанатăп

Çак кунсенче Мускавра РФ спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков ертсе пынипе Европа чемпионатне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен ушкăнăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн тĕп секретарĕ, ăмăртăвăн ĕç тăвакан директорĕ Михаил Бутов, ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Ларăва РФ спорт министрĕ Виталий Мутко уçнă. "Чăваш Республики тĕнче шайĕнчи ăмăртусене йĕркелеме пултарассине тахçанах çирĕплетсе панă, çавăнпа Шупашкар Европа чемпионатне пысăк шайра ирттерессе шанатăп", - тенĕ вăл.

"Кунашкал пысăк мероприятисем Шупашкарта пĕрре мар ирттернĕ. Вĕсенчен пĕри вăл -Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум. Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасемшĕн Европа чемпионачĕ те пысăк уяв пек асра юласса шанатăп", - палăртнă Алексей Ладыков.

 

 
 


"Елчĕк Ен"
11 апреля 2015
08:59
Поделиться