"Халăх тăшманĕн" ачисем
Лина аппа çемйи
Сăнран пăхсан ăна никам та 85 çул памĕ. Утти, хусканăвĕсем паян та вăр-вар, кăн-кăвак куçĕсенчи хĕлхем те сỹнмен-ха. Ăсĕ-тăнĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет, тахçан пулса иртнисене те тĕплĕ астăвать. Çамрăк чухнехи çивĕчлĕхпе маттурлăх паян кун та сисĕнет-ха унра. Пĕтĕм медалĕсене çакса ярас пулсан, вĕсем кăкăрне хупламалăх та çитмелле. Сăмахăм - Кỹлпуçĕнче çуралса ỹснĕ, "Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале илме тивĕç пулнă Лина Ефремовна Немцева пирки.
Лина аппа йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Ашшĕ, Ефрем Васильевич, Калинин ячĕллĕ колхозра счетовод пулса ĕçленĕ, амăшĕ - Анна аппа колхозра вăй хунă. Ашшĕпе амăшне савăнтарса пилĕк ача - икĕ хĕрпе виçĕ ывăл ỹснĕ.
Çемьере чи асли - аппăшĕ, Роза Ефремовна 1929 çулта çуралнă.
1944 çулта Канашри финанс техникумне пĕтернĕ. Унтан районти финанс пайĕнче ĕçленĕ. 1947 çулта вĕсене, вунçичĕ хĕрачана, направленипе Хĕвелтухăç Пруссине янă. Унтах качча тухнă. Мăшăрĕ - çар çынни. Малтан вĕсем Кенигсбергра пурăннă. Кайран - Германире, Одессăра. Пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ.
Шăллĕсем - Леонард, Герольд, Микелий.
Леонард Ефремович 1932 çулта çуралнă. Хăвăлçырмари 7 класлă шкула пĕтерсен Канашри педучилищĕрен (1951 ç.), каярах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. СССР МВД штаб ĕçченĕсен аслă курсне (1983 ç.) пĕтернĕ.1963 çултанпа правăна сыхлакан органсенче ĕçленĕ, кадрсен пайĕн оперуполномоченнăйĕ, штаб начальникĕн пулăшаканĕ, Чăваш АССР МВД министрĕн кадрсемпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă.
Ĕçне кура - хисепĕ. Вăл правительствăн 9 медальне тивĕçнĕ.
Герольд Ефремович 1934 çулта çуралнă. Малтан электромеханика техникумне, унтан ялхуçалăх институтне пĕтернĕ, инженер специальноçне алла илнĕ. Пенсие тухичченех Шупашкарта ЗИПра (завод электроизмерительных приборов) директор çумĕ пулса ĕçленĕ.
Микелий Ефремович 1937 çулта çуралнă. Вăл - ашшĕ-амăшĕн йăх-несĕлне тăсаканĕ. Ялти шкулсем хыççăн Канашри автошкулта шофер правине алла илнĕ, "Искра", "Знамя", "Мир" хуçалăхсенче шоферта тăрăшнă. Ĕçри лайăх кăтартусемшĕн нумай хутчен колхоз правленийĕн Хисеп хучĕсемпе премийĕсене илме тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ.
Лина Ефремовна 1930 çулта çуралнă. Ĕç ветеранĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарта хăтлă хваттерте пурăнать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, ура çине тăратнă. Мăнукĕсем те пур, куç тулли. Вĕсемпе мухтанма та пултарать.
"Нушапа ỹссе çын пултăмăр. Ỹркенмесĕр ĕçленĕ, вĕренме тăрăшнă. "Халăх тăшманĕн ачисем" ята илтрĕмĕр пулсан та çын çинче ят ярса çỹремен, чыса çухатман. Çакă питĕ савăнтарать. Пĕрле ỹснĕ тăвансем - пурте йĕркеллĕ çынсем. Пĕри те ĕçкĕпе, ытти киревсĕр йăлапа туслашни çук. Тертлĕ те тумхахлă кун-çул та пире йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентрĕ, пурнăç çулĕпе çирĕп утма хăнăхтарчĕ пуль. Эпир курнă нушана никамăн та курмалла ан пултăрччĕ", - тет паян Лина Ефремовна.
Пĕтĕм инкек ашшĕне тытса кайсан пуçланнă. Çав вăхăтсене Лина аппа паянхи пек астăвать.
Ашшĕсĕр тăрса юлни
Ашшĕне 1937 çулта ялти 30 çула çитмен ытти арçынсемпе пĕрле тытса кайса тĕрмене хупнă. Ăна РСФСР УК 73-мĕш статйипе (2-мĕш пайĕ), 74-мĕш статьяпа (2-мĕш пайĕ), 100-мĕш тата 182-мĕш статйисемпе айăпланă. Ĕçе Чăваш АССРĕн НКВД çумĕнчи "тройка" пăхса тухнă. 1938 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче приговор кăларнă. Улатăр тĕрминче асаплантарнă хыççăн персе пăрахнă.
Приговор çапларах пулнă:
"Немцев Ефрем Васильевич, 1909 г.р. счетовод колхоза имени Калинина. Обвинительная статья: ст.73 ч.2 УК РСФСР, ст.104 УК РСФСР, ст.182 УК РСФСР. Приговор вынесен тройкой при НКВД ЧАССР от 05.12.1937 г. Приговор: расстрелять, конфисковать лично ему принадлежащее имущество. Дата смерти 09.02.1938 г."
Çапла амăшĕ пỹрт тулли ача-пăчапа пĕччен тăрса юлать.
Ашшĕ тĕрмере асаплантарнă хыççăн персе пăрахмалăхах мĕн тунă-ха?
Вĕсене ялтан сакăр çынна - Ехрем Немцева (5 ача ашшĕ), Сантăр Сахорова (5 ача ашшĕ, кĕçĕнни çуралса та ĕлкĕреймен), Петĕр Карсакова (арăмĕ тăваттăмĕшпе йывăр çын пулнă), Сергей Сазонова (7 ача ашшĕ), Хветĕр Карсакова ( тин çеç авланнă), Михаля Шашкова (çамрăк йĕкĕт) Улатăра вăрман касма янă пулнă. Апат-çимĕçне колхоз лавкки урлă парса тăнă. Çимелли пĕтсе çитсен, çăвара пĕр чĕптĕм çăкăр ямасăр ĕçленĕскерсем, яла таврăнма шутланă. Ялта, ĕç пăрахса килнĕшĕн, колхоз председателĕпе урлă пулаççĕ. Çавăн пирки "халăх тăшманĕсем" пулса тăнă та.
Ашшĕне тытса кайсан, амăшĕ, 30 çулти Анна аппа, пилĕк ачипе пĕччен тăрса юлать. Çунса тухать чĕри: ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк. Аслин кăçал пуçласа шкула каймалла. Мĕнле çын туса çитерес вĕсене?
- Анне пире çĕр çывăрттармасăр пир тĕрттеретчĕ, - каласа парать Лина аппа. "Айтăр, ачамсем, ĕçлени хамăршăн, - тетчĕ. - Çынсем те выртман-ха ав, Вăтакасра та çутă пур. Айта, пуçланине тĕртсе пĕтерер". Çапла 87 хур тĕртрĕм хĕл каçа. "Ай-уй, Лина мĕн чухлĕ ĕçленĕ!" - тесе тĕлĕнетчĕç пурте.
Ашшĕн шăллĕ
Ефрем Васильевич Немцевăн шăллĕн, Дмитрий Васильевичăн шăпи те кỹренмелле килсе тухнă.
Дмитрий Васильевич Елчĕкри 6 класлă шкулта, Канашри педтехникумра вĕреннĕ. Пĕр çул хушши учительте ĕçленĕ. 1937 çулта Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1940 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче ăна арестленĕ. 1941 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш АССР Аслă сучĕн коллегийĕ унăн ĕçне пăхса тухнă. Дмитрий Немцев пирки УК РСФСР 58-мĕш статйин 10-мĕшпе 11-мĕш пункчĕсемпе приговор кăларнă: 8 çуллăха ирĕклĕх прависĕр тата 4 çуллăха суйлав прависĕр хăвармалла.
Кассацие РСФСР Аслă сучĕн коллегийĕ 1941 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче пăхса тухнă, судăн 1-мĕш инстанцин йышăнăвне вăйра хăварнă.
1954 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче Дмитрий Васильевич Немцева реабилитациленĕ - таса ята тавăрнă.
Ссылкăран таврăнсан Дмитрий Комсомольскинчи сорт тĕрĕслекен станцие ĕçе кĕнĕ. Унта мĕн пенсие кайичченех (22 çул хушши) сорт участокĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршыв унăн ĕçне пысăка хурса хакланă: ВДНХн бронза медальне тивĕçнĕ вăл, "Ĕçре палăрнăшăн", "Ĕçре тăрăшнăшăн" медальсем, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Мухтав грамотине илме тивĕç пулнă.
Дмитрий Ефремович Немцев 1997 çулта çĕре кĕнĕ.
Йывăр вăхăтсем
Ефрем Васильевич Немцева тытса кайсан çемйи йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ. Мĕнле кăна терт-нуша, мăшкăл тỹсмен-ши? "Халăх тăшманĕн" ачисем-çке-ха. Пурнăç пĕрре те иртĕхтермен вĕсене. "Кулак ачисене" ялта пĕр хисеп те пулман. Карма çăварсен ачисем "тăшман ачи" тесе нумай кỹрентернĕ, хĕнени те пулнă.
Çимелли те, тумтирĕ те, пурăнмалли те начар. Налукĕ те ыттисенчен пысăкрах. Патшалăха аш-какай, çăм, çăмарта т.ыт.те икĕ хут ытларах памалла. Мĕнле чăтнă-ши, мĕнле тỹснĕ-ши?
Пурнăçшăн шăла çыртса кĕрешме тивнĕ. Ĕç çумне пĕчĕклех çыпăçнă. Ачисем амăшĕсемпе пĕрле 8 çултанах ĕçлеме пуçланă. Тырă та вырнă, çум та çумланă, кĕлте те çыхнă - пĕр ĕçе те тиркесе тăман. Ун пек тума майĕ те пулман. "Улпут çĕрне, Аслă Таяпа чиккине жнейкăсемпе вырнă тырра кĕлте çыхма каяттăмăр. Ун чух эпир 13-14 çулсенчи хĕрачасемччĕ. Хиртен эрнешер киле таврăнмасăр ĕçлеттĕмĕр. Аслисенчен пирĕнпе пĕрле Кувшина Илюн аппаччĕ. Йăпата-йăпата ĕçлеттеретчĕ пире. Колхоз председателĕ Çерук тетеччĕ (Сергей Анисимович Карсаков). Вăл 1943 çулта вăрçа кайса хăрах урине таттарса килнĕччĕ.
Ирхине сывлăм ỹкет, кĕлтесене йĕпетет тесе каçхине 12 сехетрен пуçласа тул çутăличчен (ирхине 4-5 сехет çитиччен) кĕлте çыхаттăмăр. Уйăх çап-çутăччĕ тата. Тул çутăлсан лашасем килсе жнейкăпа выра пуçличчен кăшт выртса илме май тупăнатчĕ. Кăнтăрлахи апата хире илсе пыратчĕç. Колхоз столовăйĕнче хирте ĕçлекенсем валли апат пĕçеретчĕç. Апат час илсе килмен чух вар хĕррипе ỹсекен, пулса çитеймен тырă тĕшшине ухаласа çиеттĕмĕр.
Çумăрлă çанталăксенче хỹшĕре, кĕлтесем çинче çывăраттăмăр. Эпĕ - аппапа пĕрле. Пĕррехинче, çывăрма выртсан Роза аппа, те шỹтлес тĕллевпе, те ыттисене хăратса илес тесе çăварне ывăçпа хупласа темле шăхăрнă пек сас кăларать. Пурте сехĕрленсе ỹкнĕ, тăрса ларнă. "Такамсем пире хăратма килеççĕ пуль, Таяпасем мар-ши?" - теççĕ. Илюн аппа пире лăплантарать: "Ĕлĕк çак варта Ешĕлпи хĕре вĕлернĕ. Сире вăл тĕлĕкре курăннă ĕнтĕ. Çав хăратать пулинех. Выртăрах лăпланса", - тет.
Эпир, пурне те шуйхантарса янăскерсем, вăрçасран хăраса, тĕрĕссине каламарăмăр.
Наçтукпа (кỹршĕ Анюкка йăмăкĕ) иксĕмĕр çуллахи каникулта сысна кĕтĕвĕ кĕтнисем те асрах. Эпĕ 6 класс пĕтернĕ. Ун чух çырма леш енчи йăлăмра ĕне тата сысна фермисемччĕ. 120 пуç сысна пăхатпăр. Сыснасем выçă. Ним çитерме çук. Ирех йăлăма кăларса яратпăр та - эх, сиккипе чупаççĕ тĕрлĕ еннелле. Эпир, вĕсене ытлашши сапаласа ярас мар тесе, вăрăм чăпăрккасемпе шарт-шарт шартлаттаратпăр çав. Ирхи сывлăм çинче пирĕн ура йĕррисем выртса юлаççĕ. Сыснасем йăлăмри курăка çыртаççĕ. Тепĕр чух вĕсене ана çине кĕртсе яратпăр. Комбайн тулă вырса кайнă та - хăмăла лайăх çиеççĕ. Пĕррехинче эпир сысна кĕтĕвĕ кĕтнине Валентина Александровна - шкул директорĕ (Тỹскел хĕрĕччĕ) курчĕ. Эпир вăтаннипе ниçта кайса кĕме пĕлместпĕр. Ун чух шутсăр вăтаннă учительсенчен. Сысна кĕтỹçĕсем-çке-ха - аван мар. "Ỹссен кам пулатăн?" темăпа сочиненисем çыртаратчĕç те, яланах учительница пулатăп тесе çыраттăм. Халĕ вĕрентекенĕмĕр эпир кĕтỹçĕ пулнине курчĕ. Намăс! Кайран, шкула çỹреме пуçласан, Валентина Александровна (питĕ илемлĕ кулатчĕ хăй, кăлтăр-кăлтăр туса) пире пĕтĕм ача умĕнче мухтарĕ. Ара, эпир кĕтỹ кĕтсе 220-250 ĕç кунĕ тунă-çке çу каçипе. Çапла вара, 7 класс пĕтерсен аслисемпе тан "За доблестный труд" медале илме тивĕçрĕмĕр.
Вăрçă вăхăтĕнче шкулта та октябрь уйăхĕнче çеç вĕренме пуçлаттăмăр. Кĕрхи ĕçсене вĕçлемесĕр хиртен кĕмен. Шкулта çичĕ класс таран вĕрентетчĕç. Саккăрмĕш класа Аслă Таяпана кайнă.
Эпир ача чух тырра жнейкăпа выратчĕç. Эпир кĕлтесем çыхаттăмăр. Кĕркунне вырнă тырра хĕлĕпе çапнă. Ун валли коннăй молотилка та, сложнăй молотилка та пурччĕ. Кĕлтесем молотилка ăшне вăр та вăр ывăтăнатчĕç. Ун хыççăн пулнă тырра сăвăраттăмăр. Молотилка патĕнче 6-7 класра вĕренекенсем ĕçлетчĕç. Пĕрисем капанран кĕлте çĕклеççĕ, теприсем кĕлтесене çỹле ывăтса тăраççĕ, виççĕмĕшĕсем çỹлелле вăркăнакан кĕлтесене çĕçĕпе касса тăраççĕ. Пĕр чарăнми ĕç вĕрет. Молотилкăн пĕр вĕçĕнчен улăм, варринчен арпа тухать. Арпине пĕр çын туртса купаласа тăрать.Теприсем улăма вĕренпе кăкарса лашасемпе сĕтĕреççĕ, ыттисем хушăк купалаççĕ.
Н.ЛЕВАЯ.
⇒ Малалли пулать.