Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Килтен тухмасăрах

Чăваш Республикинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем килтен тухмасăрах Росреестр пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ.

Çак çăмăллăха Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнипе çыхăнтарнă. Уяв умĕн Росреестрăн Чăваш Енри Кадастр палати, хăйĕн полномочийĕсемпе усă курса, вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсен патшалăх кадастрĕн учечĕпе патшалăх регистрацийĕн докуменчĕсене вырăнсене тухса йышăнассине йĕркелет.

Апрелĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа Кадастр палатинче куçман пурлăх прависене регистрацилемелли, патшалăх кадастрĕн учетне тăратмалли ветерансен ыйтăвĕсене кĕске вăхăтра - виçĕ кунран кая мар тапхăрта йышăнаççĕ, Пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрĕн тата куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕн ыйтăвĕсене пĕр кун хушшинчех татса параççĕ.

Асăннă çăмăллăхсемпе усă курас тесен ветерансен 8 (8352) 45-25-17, 43-96-64 телефонсемпе ыйтса пĕлмелле. Филиал специалисчĕсем сире çийĕнчех татăклă хуравсем парĕç.



"Елчĕк Ен"
11 апреля 2015
09:07
Поделиться