Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

3 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 3 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Отчетлă тапхăрта мĕнпур категорири хуçалăхсенче 733,5 тонна, иртнĕ çулхи çак вăхăтрин 91 проценчĕ чухлĕ) аш-какай, 7603,1 тонна (102 процент), çав шутран ялхуçалăх предприятийĕсенче 3974 тонна (105 процент) сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 1334 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 71 килограмм ытларах, сĕт сунă.

Ленин ячĕллĕ, "Эмметево", "Комбайн", "Колос", "Урожай", "Яманчурино", "Сатурн", "Рассвет", "Победа" ялхуçалăх предприятийĕсенче, иртнĕ çулхи 3 уйăхрипе танлаштарсан, 2-15 тонна ытларах аш-какай, "Яманчурино", "Прогресс", "Труд", "Колос", "Урожай", "Победа", "Эмметево", "Рассвет", Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх предприятийĕсенче 2,3 - 115,5 тонна ытларах, "Энтепе" тата "Комбайн" ялхуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхипе тан сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, "Рассвет" ялхуçалăх производство кооперативĕнче пĕр ĕнерен 371 килограмм ытларах, Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче 239 килограмм ытларах сĕт сунă. Пĕр ĕнерен сĕт сăвасси "Комбайн", "Труд", "Энтепе", "Колос", "Прогресс", "Эмметево", "Урожай" ялхуçалăх предприятийĕсенче те ỹснĕ. "Сатурн", "Кушка", "Яманчурино" ялхуçалăх предприятийĕсем пирки çакăн пек калаймăн. Вĕсенче, иртнĕ çулхи 3 уйăхрипе танлаштарсан, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 137-364 килограмм чакнă.

Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 13435 пуç, ялхуçалăх предприятийĕсенче 8173 пуç (31 пуç ытларах), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 893 пуç (88 пуç ытларах) мăйракаллă шултăра выльăх шутланнă. Çав шутран пĕтĕмпе - 5682, ялхуçалăх предприятийĕсенче - 2904 (91 пуç ытларах), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 460 (80 пуç ытларах) сăвăнакан ĕне. Пĕтĕмлетсе каласан, хальхи вăхăтра ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче иртнĕ çулхипе танлаштарсан 178 пуç ытларах, пурĕ 3324 пуç сăвăнакан ĕне шутланать. Ĕнесен хисепне "Энтепе", "Яманчурино", "Победа", "Эмметево", "Прогресс", Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Сатурн" ялхуçалăх предприятийĕсенче ỹстернĕ.

Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче иртнĕ çулхинчен 865 пуç ытларах, пурĕ 10359 пуç сысна, çав шутран ялхуçалăх предприятийĕсенче - 9357 (915 пуç ытларах) сысна шутланать. Çак тапхăрта вĕсен хисепне "Прогресс" АХОра - 685, "Эмметево" ОООра - 159, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра - 138, "Колос" ЯХПКра 31 пуç ỹстернĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çулталăк вĕçлениччен сăвăнакан ĕнесене тата 200 пуç, сыснасене 1300 пуç таран ỹстерме палăртнă.

С.АНАТОЛЬЕВА.



"Елчĕк Ен"
11 апреля 2015
09:08
Поделиться