Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Питтĕпел паттăрĕсем

Питтĕпел паттăрĕсем

Хамăн тăван ялăмпа чун-чĕререн савăнатăп. Вăл кунта çуралса ỹснĕ ывăл-хĕрĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Пуринчен ытла Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче юн юхтарнă, Тăван çĕршывшăн пуçне хунă, тылра мирлĕ пурнăçшăн тăрăшса вăй хунă çынсене пысăка хурса хаклать.

Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн иртнĕ хаяр вăрçăра хăйсене шеллемесĕр, харсăррăн çапăçнă ентешсем çинчен çырас шухăш çуралчĕ. Питтĕпел арçынĕсенчен ытларахăшĕ Мускава, Ленинграда, Сталинграда, Киева, Кавказа хỹтĕленĕ, Берлина илнĕ çĕре те хутшăннă. Вĕсен йышĕнче çар чаçĕсемпе пĕрлешĕвĕсене ăнăçлă ертсе пынă командирсем те пур.

Чи малтанах хамăн атте çинчен чарăнса тăрам. Филимон Степанович Васильев 1911 çулта çуралнă. Вăрçă пуçлансан тăваттăмĕш куннех ăна фронта илсе кайнă. Смоленск облаçĕнче пынă çапăçусене хутшăннă, паттăррăн çапăçнă. Батарея командирĕ пулнă. Вĕсен чаçĕ Пруткине ялне тăшмансем çунтарса ярасран хăтарса хăварнă. 1942 çул вĕçĕнче атте вăрçăран аманса таврăннă. Унăн ĕнси çинчи пульлине кăларайман та. Вăрçăри паттăрлăхшăн вăл "Хăюлăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. Сывалса çитсен аттене виçĕ ялтан тăнă Пушкин ячĕллĕ коллективлă хуçалăх председательне лартнă. Хуçалăха ертсе пынă хыççăн райпора склад заведующийĕнче, каярахпа колхозра ферма заведующийĕнче тăрăшнă. 1972 çулхи чỹк уйăхĕнче çĕре кĕчĕ.

Аттен шăллĕне - Леонтий Степанович Васильева, 1913 çулта çуралнăскере, вăрçă пуçлансан виççĕмĕш кунне фронта ăсатнă. Килне виçĕ уйăх çыру çырнă вăл, урăх килмен. Смоленск тăрăхĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Тăвансем ăна шыраттарса та пăхнă, хыпарсăр çухалнă тесе çырнă хурав килнĕ.

Вăл вăрçа тухса кайнă чухне Анатолий ывăлĕ темиçе кунри ача кăна пулнă. Каярахпа Анатолий Леонтьевич Аслă Пăла Тимеш больницинче тĕп тухтăр пулса ĕçлерĕ. Пултарулăхĕпе Чăваш Енре палăрчĕ.

1924 çулта çуралнă Василий Тимофеевич Петров вăрçăран "Хăюлăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальсемпе таврăннă. Чылай çул районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ. 1974 çулта вилнĕ.

Иван Васильевич Редькин 1913 çулта çуралнă. Вăрçăран старшина званийĕпе таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче Мухтав орденĕ тата ытти медальсем ялкăшнă. 1966 çулта ялта вилнĕ.

Гурий Петрович Петров 1908 çулта çуралнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн илнĕ орден-медальсем сахал мар пулнă унăн. 1990 çулта çĕре кĕнĕ.

Афиногент Федорович Васильев 1890 çулта çуралнă. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин I степень орденĕсем тата медальсем илме тивĕçнĕ.

Алексей Георгиевич Свеклов 1926 çулта çуралнă. Ăна 1943 çулхи чỹк уйăхĕнче Пĕрремĕш Прибалтика фронтне илсе кайнă. Унăн наградисем сахал мар. Вĕсен йышĕнче - "Кенигсберга илнĕшĕн" медаль, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин II степень орденĕ тата ыттисем. Вăл халĕ Шупашкарта пурăнать.

1919 çулта кун çути курнă Иппатий Анисимович Ильин капитан Ленинград фронтĕнче çапăçнă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин I степень орденĕсемпе, "Хăюлăхшăн" медальпе наградăланă. Партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Строительствăра ĕçленĕ. Шупашкарта пурăнать.

Павел Ильич Ильин, 1940 çулта М.В.Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнчен вĕренсе тухнăскер, каярахпа полковника çити ỹснĕ. Вăрçă тата Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕ Ленин, Хĕрлĕ Çăлтăр, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем, вунă медаль илме тивĕçнĕ.

Александр Макарович Васильев подполковник Сталинграда, ытти хуласене хỹтĕлеме хутшăннă. Унăн та орден-медаль сахал мар пулнă. Хăюллă ентешĕмĕр Литвара пуçне хунă.

Василий Егорович Егоров подполковник Хĕрлĕ Çăлтăр, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин I степень орденĕсен кавалерĕ. Отставкăна тухсан истори наукисен кандидачĕн диссертацине хỹтĕленĕ. Шупашкарти, Украинăри аслă шкулсенче вĕрентнĕ.

Василий Федорович Сорокин капитан Киев хулине, Кавказа хỹтĕленĕ. Берлина илнĕ çĕре хутшăннă. Ăна Александр Невский, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин I степень, Хĕрлĕ Çăлтăр, мирлĕ ĕçре Октябрьти Революци, "Хисеп Палли" орденсемпе, нумай медальпе наградăланă.

Питтĕпел ялĕн паттăрĕсене ентешсем нихăçан та манмĕç.

Т.ВАСИЛЬЕВА.

Сăнỹкерчĕкре: Ф.Васильев.



"Елчĕк Ен"
08 апреля 2015
14:34
Поделиться