Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мăнкун хаваслă ирттĕр

Национальноçсен ĕçĕсен районти канашĕ тĕн ыйтăвĕсене те сахал мар çĕклет. Тĕн пĕрлешĕвĕсем ачасен кăмăл-сипет туйăмне аталантарма, кашни халăх çыннипе туслăн хутшăнма, Тăван çĕршыва юратма вĕрентес тесе сахал мар пулăшаççĕ. Районта православи тĕнне ĕненекенсем тĕн уявĕсене анлă паллă тăваççĕ. Уйрăмах Аслă Пăла Тимешри, Елчĕкри, Лаш Таяпари, Аслă Елчĕкри вырсарни шкулĕсем ырă та сăваплă ĕçпе палăраççĕ. Аслă Пăла Тимеш ял библиотеки Çветтуй Николай Чудотворец чиркĕвĕнчи "Кăвакарчăн" вырсарни шкулĕпе тачă çыхăнура. Канаш ларăвĕнче хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ те Н.Викторова библиотекарь. Алексей атте ертсе пыракан вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем тĕн йăли-йĕркине вĕреннисĕр пуçне тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Раштав, Мăнкун уявĕсенче концертсем лартасси ырă йăлана кĕнĕ. Алексей атте час-часах шкулсенче пулса ăс-хакăл пуянлăхĕ, çемье хаклăхĕ пирки калаçусем йĕркелет.

Канаш епархийĕн тăваттăмĕш округăн благочиннăйĕ Александр протоиерей районти кашни чиркỹрех вырсарни шкулĕсем уçăлнине, унти вĕренекенсем тĕн праçникĕсене анлăн паллă тунине палăртрĕ. Часах пысăк уяв - Мăнкун çитет. Çавна май кашни чиркỹрех кĕлĕсем иртеççĕ. Вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе пĕчĕккисене те паллаштарасшăн. Ача сачĕсене çитесшĕн вĕсем. Турă саккунне пăхăнса уява ăшшăн кĕтсе илме пиллесе кашни çемьере юрату, ăнлану, килĕшỹ хуçалансан пурнăç ырăрах та илемлĕрех пулнине палăртрĕ Александр атте.

В.АЛЕКСЕЕВА.



"Елчĕк Ен"
08 апреля 2015
14:27
Поделиться