Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Манăн атте

Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа ветерансене юбилей медалĕсемпе наградăларĕç. Мария Федоровна Каширина - тыл ветеранĕ, Хĕрлĕçыр ялĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Медальне çакса янă хыççăн вăрçă вăхăтĕнчи нушаллă пурнăçа аса илчĕ - куççулĕ те юхса анчĕ ватă çыннăн. "Эпир чылай нуша куртăмăр иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче, пирĕн аттесем тата та хăрушăрах пурнăç курнă, - тесе аса илсе каласа пачĕ Мария Федоровна. - Манăн атте, Федор Александрович Краснов, Хĕрлĕçыр ялĕнче 1900 çулта çуралнă. Унăн ачалăхĕ питĕ йывăр килнĕ. Вăл виççĕре чухне амăшĕ, çиччĕре чухне ашшĕ вилнĕ. Аттепе пĕртăвансем Ярманпа Алякку пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçĕсене хунă. Иванпа Хĕветĕр йĕкĕрешсем пулнă. Вĕсем 1918 çулта граждан вăрçине кайнă. Вĕсем Украинăра пулнă. Атте каласа панă тăрăх, вĕсене йĕкĕреш пулнипе пĕр тирĕкрен апат çитернĕ, пĕр вырăн çине юнашар вырттарнă. Граждан вăрçинчен таврăнсан авланса çемье çавăрнă. Атте лашасене питĕ юратнă пирки ветеринара вĕренсе тухнă. Колхозра выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ. Майĕпен пурнăç лайăхланнă. Çемье çирĕпленсе выльăх-чĕрлĕх усрама та пуçланă, анчах... Вăрçă! Ялти вăйпитти арçынсем вăрçă хирне тухса кайнă. Аттене те 1942 çулта черет çитнĕ. Вăл тỹрех Ленинград блокадине лекет. Вăл каласа панă тăрăх çакна астуса юлнă: çăкăрпа ытти çимелли япаласене çỹлтен самолетпа пăрахса панă. Кашни салтака пĕрер татăк çăкăр валеçсе панă. Ăна вара чăмласа мар, ĕмсе çинĕ.

Пĕррехинче атте документсене кирлĕ çĕре илсе çитерет. Тепĕр документсен пакетне каялла илсе тухмалла. Салтаксем калаççĕ: "Краснов, эсĕ тин çеç килтĕн - çула пĕлетĕн, атя, малтан пыр". Атте вара вĕсене ертсе каять, мина çине пырса лекет. Ăна командирĕ çурăмĕ çине хурса хăрушсăр вырăна çитсен пĕр тĕмеске çине лартса хăварать. Аттен икĕ ури те аманнă пулнă. Тĕмеске çинчен мĕнле анмалла? Вăл пуçĕпе тĕрĕнсе çĕр çине анса выртать, малтан тăраниччен шыв ĕçет, вара хырăмпа хамăрăннисем патне шăвать. Ирхине çеç вĕсем патне çитнĕ те тăнне çухатнă.

Аттене Тюмень хулинчи госпитале ăсатнă. Вăл госпитальте çеç тăна кĕнĕ. Тухтăрсем икĕ урине те касмалла теççĕ, анчах атте ирĕк памасть. Ултă уйăх сипленнĕ хыççăн 1944 çулхи декабрь уйăхĕнче киле таврăнать.

Мĕнле киле çитни питĕ интереслĕ. Анне çав вăхăтра лашапа Канаша тырă леçнĕ. Вакунтан тухакан салтаксене пĕрер чĕлĕ çăкăр парса тумтирпе улăштарнă. Акă салтаксем наçилкке çине лартнă салтака антарнă. Анне пырса пăхать те хытсах каять: ку унăн упăшки, манăн атте, иккен! Салтаксем аттене лаша лавĕ çине лартса параççĕ те, анне ăна хăйĕн чаппанĕпе витсе хурать. Аттен икĕ ури те чĕркуççинчен хуçланмаççĕ. Мунчана илсе кайнă чух хĕллехи кун çунапа, çулла вара наçилккепе çĕклесе кайнă. Мĕнле нуша кăна чăтса ирттермен пуль. Атте утайманнине пĕлсех колхоз председателĕ хуçалăх лашисене кăрчанкăран сиплеме илсе кайнă. Икĕ эрнерен лашасене чĕртнĕ. Çăва тухнă çĕре икĕ костыльпе уткалама пуçланă.

Вăрçă нушисене пула атте 57 çултах вилчĕ. Эпĕ халь 85 çула çитрĕм. Манăн пĕртен-пĕр ĕмĕт - вăрçă нихăçан та ан пултăрччĕ!"

Е.КАПИТОНОВА çырса илнĕ.



"Елчĕк Ен"
08 апреля 2015
14:33
Поделиться