Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Унра - иксĕлми вăй-хал

Унра - иксĕлми вăй-хал

Елчĕкри тĕп библиотекăра кĕнеке тусĕн - Валерий Салминăн юбилей бенефисĕ иртнĕ. Унта районти библиотекăсен ĕçченĕсем, Валерий Ивановичăн çывăх çыннисемпе юлташĕсем пуçтарăннă.

Вăл - тĕлĕнмелле хастар, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын: педагог, ялхуçалăх производствин организаторĕ - аграрник-экономист, спортсмен, темиçе кĕнеке авторĕ. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралнă, халĕ те унтах тĕпленсе пурăнакан Валерий Ивановича тĕлпулăва Елчĕкре йĕркелеме мĕн хистенĕ? Хăйĕн çулĕсене кура мар иксĕлми вăй-халлă арçын пирĕн ыйту çине çакăн пек хуравларĕ: "Манăн анне, Мария Степановна (хĕр чухнехи хушамачĕ Ефремова) Кивĕ Арланкассинче çуралнă. Унсăр пуçне, ĕç биографийĕ те Елчĕк районĕнче пуçланнă. Тăватă çул Кушкăри шкулта учительте, ун хыççăн милицире, ачасен пỹлĕмĕн аслă инспекторĕнче, РОНО методистĕнче ĕçлерĕм. Кунта манăн юлташсем нумай". Çак сăмахсем çумне хушса урăх мĕн калăн.

"Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ экономисчĕ" ята тивĕçлĕ пулнă Валерий Салмин тĕрлĕ пайсенчен ("Мы познаем мир", "Научный мир", "Аграрный сектор", "Современные актуальные проблемы в концепциях естества и обществознания") йĕркеленĕ куравпа пурте кăсăкланса паллашрĕç.

Сăнỹкерчĕкре: Валерий Салмин (сылтăмран иккĕмĕшĕ) тĕп библиотека ĕçченĕпе Наталия Петровăпа, çывăх юлташĕсемпе - Валерий Кирилловпа (Тăрăм) тата Илья Трофимовпа (Кушкă) курава хак параççĕ.



"Елчĕк Ен"
01 апреля 2015
09:05
Поделиться