Право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ
Ака уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче районти шкулсенче право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ иртет.
Çак тапхăрта шкулсенче право енĕпе калаçусем, класс сехечĕсем, тренингсем, диспутсем тата ытти мероприятисем ирттерме палăртнă.
Мероприятисенче саккунсене тишкерĕç. Çавăн пекех çамрăксене преступлени çулĕнчен пăрасси, нацисем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесси, патриотла туйăма аталантарасси, сывă пурнăç йĕркисене тытса пырасси те тĕп вырăнта пулĕ.
Право тематикипе çыхăннă ыйтусене профилактика, педагогика канашĕсенче, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче пăхса тухĕç.
"Елчĕк Ен"