Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паллă кунсем, юбилейсем

Ака, 2

Хут пĕлменлĕхе пĕтерес енĕпе активлă ĕçленĕ, Ленин орденне тивĕçнĕ Мария Павловна Павлова (Энтепе) учитель çуралнăранпа - 115 çул.

Ака, 5

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, медальсене тивĕçнĕ, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ (1990-1994), Елчĕк районĕнчи АПК, "Слава" колхоз председателĕ, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Владимир Петрович Воробьев (Çĕнĕ Эйпеç) 65 çулхи юбилейне кĕтсе илет.

Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Николаевич Филимонов (Елчĕк) çуралнăранпа - 55 çул.

Ака, 7

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Вера Васильевна Мисякова (Комсомольски районĕ, Хырай Ĕнел) çуралнăранпа - 65 çул.

"Яльчикский" пасар уçăлнăранпа - 15 çул.

Ака, 8

Хусанти учительсен семинарне пĕтернĕ, ВКП (б) членĕ, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче ВКП (б) райкомитет секретарĕнче ĕçленĕ Феодора Ивановна Степанова (Тỹскел) çуралнăранпа - 120 çул.

Ака, 12

Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн "Чи лайăх учитель-комсомолец" паллăна тивĕçнĕ Зинаида Ильинична Горшкова (Аслă Елчĕк) 65 çул тултарать.

Ака, 13

Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă, "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ Христофор Егорович Егоров (Ĕнел) çуралнăранпа - 100 çул.

Ака, 15

Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ Антонина Никандровна Мижерова (Патреккел) 60 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Францин Салон кĕмĕл медальне, Чăваш АССР Министрсен Кабинечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Петр Варфоломеевич Петров (Çирĕклĕ Шăхаль) çуралнăранпа - 65 çул.

Пичете А.ПЕТРОВ (Кушкă) хатĕрленĕ.



"Елчĕк Ен"
01 апреля 2015
09:09
Поделиться