Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Иккĕмĕш пулнă

Улатăр хулинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.М.Кисловăн призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен Атăл тăрăхĕнчи уçă турнирĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен командисемсĕр пуçне Ульяновск, Пенза облаçĕсен, Мордва Республикин командисем хутшăннă.

Хĕрỹ тупăшура тĕрлĕ виçесенче Денис Кучков, Андрей Кузнецов (Елчĕк), Николай Григорьев (Курнавăш), Вера Николаева (Ĕнел) - пĕрремĕш, Николай Петров (Елчĕк) - иккĕмĕш, Олег Новиков (Ĕнел), Мария Зайцева (Çĕнĕ Пăва) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Ветерансен ушкăнĕнче 5 минутра 16 кг кире пуканне 132 хут сулласа йăтса Петр Петрушкин (Аслă Елчĕк) виççĕмĕш вырăна тухнă.

Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ команди, помост хуçисене çеç выляса ярса, иккĕмĕш вырăна тухнă. Пирĕн командăна ăмăртăва О.Федоров хатĕрленĕ.

А.КОНСТАНТИНОВ.



"Елчĕк Ен"
01 апреля 2015
09:04
Поделиться