Ята улăштарма паспорт кирлех
Елчĕк район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайне (ЗАГС) çынсем тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ: пĕрне мăшăрланни çинчен справка, теприне çухалнине пула çуралнине е мăшăрланнине ĕнентерекен çĕнĕ свидетельство кирлĕ, виççĕмĕшĕ - вилнĕ çынна çырнă акт çинчи йăнăшсене тỹрлетме ыйтса заявлени çырасшăн тата ытти те. Тепĕр чухне 14 çул тултарнă çамрăксем хăйсен хушаматне, ятне е ашшĕ ятне улăштарасшăн. Ашшĕ-амăшĕ панă ят питех янăрамасть пек туйăнать вĕсемшĕн, е халĕччен амăшĕн хушамачĕпе çỹренĕ пулсан, малашне ашшĕн хушаматне илесшĕн, е хăй халь çỹрекен хушамата пăрахăçласа кукамăшĕн хушамачĕ çине куçасшăн.
Çак ыйтусене татса парасси пысăк тимлĕх ыйтать. Чи малтанах çĕнĕ хушамат малашнехи пурнăçра мĕнле йĕр хăварма пултарнине ăнлантаратпăр. Сăмахран, çемьере 3 ача пулсан, иккĕшĕ Петровпа, пĕри кукамăшĕн хушамачĕпе - Ковалевпа çỹреççĕ. Паллах, хушамата улăштарни çинчен свидетельство ачан аллинче яланах пулать-ха. Çапах та ăс-хакăл çирĕпленсех çитмен çамрăкăн юлташĕсен чылай ыйтăвĕсем çине хурав пама хатĕр пулмалла. Тен, çавăнпах, ача 18 çула çитмен пулсан хушамат, ят е ашшĕ ятне улăштарма ашшĕ-амăшĕ е ачана усрава илнĕ çын, е попечитель ирĕк пани кирлĕ. Енчен вĕсем хирĕç пулсан, ку ыйтăва суд анчах татса парать.
1997 çулхи чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕнче йышăннă граждан тăрăмĕн акчĕсем çинчен калакан 143-мĕш федераци саккунĕн 58-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, хушамат, ят е ашшĕ ятне ача хăй яланах пурăнакан е вăл çуралнă вырăнта регистрацилеме пултарать. Заявлени пама ачан хăй кам пулнине ĕнентерекен документ (паспорт) пулмалла. "Заявлени пама ачан паспорчĕ кирлĕ пулать", - тесе пĕлтерсенех, ытларах чухне ашшĕ-амăшĕн кăмăлсăрлăхĕпе тĕл пулма пулать. "Хушамат улăштарса, çĕнĕ свидетельство илсен те ĕлкĕрĕпĕр-ха паспорт илме", - теççĕ вĕсем. Сăмах май каласан, Правительствăн 1997 çулхи чỹк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕн положенийĕ çинчен йышăннă постановленийĕпе килĕшỹллĕн, 14 çул тултарнă кашни çыннăн хăй кам пулни çинчен ĕнентерекен документ (паспорт) пулмалла. Çак документа илме çамрăкăн хăй пурăнакан вырăнти федерацин миграци службине çурални çинчен свидетельство тата 35х45 мм размерлă икĕ сăнỹкерчĕк тăратмалла.
Алла çĕнĕ свидетельство илнĕ хыççăн унăн пĕр уйăх тăршшĕнче улăштарнă хыççăнхи хушаматпа, ятпа е ашшĕ ячĕпе тепĕр хут çĕнĕ паспорт илмелле.
В.СПИРИДОНОВА,
Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертỹçи.